YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 17

17
1Тепӗр ултӑ кунран Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана ҫеҫ Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; 2унта Вӑл вӗсен умӗнче урӑхла курӑннӑ: Унӑн сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ. 3Акӑ вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпе Илия курӑннӑ. 4Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кунта лайӑх пире; кӑмӑлу пулсан, эпир ҫакӑнта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне — Сан валли, теприне — Моисей валли тата теприне — Илия валли, тенӗ. 5Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илнӗ; акӑ пӗлӗт варринчен сасӑ илтӗнет: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр. 6Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем ӳпне ӳкнӗ, вӗсем питӗ хӑранӑ. 7Иисус вара вӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: тӑрӑр, ан хӑрӑр, тенӗ. 8Пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман. 9Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: халӗ мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччин никама та ан калӑр, тенӗ. 10Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: мӗншӗн-ха кӗнекеҫӗсем малтан Илия килмелле теҫҫӗ? тенӗ. 11Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла; 12анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна паллаймарӗҫ, ӑна вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас тенӗ пек турӗҫ; Этем Ывӑлӗ те вӗсенчен ҫапла асап курӗ, тенӗ. 13Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Вӑл Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.
14Вӗсем халӑх патне ҫитсессӗн, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: 15эй Ҫӳлхуҫа! манӑн ывӑлӑма хӗрхенсем; тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл ытла та хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет; 16эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ, тенӗ. 17Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ӑна кунта Ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. 18Иисус ача ӑшӗнчи усала тухма хушнӑ та — лешӗ тухнӑ; ача вара ҫав самантрах сывалнӑ. 19Ҫавӑн чухне, хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, вӗренекенӗсем Иисус патне пырса каланӑ: эпир мӗншӗн хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ. 20Иисус вӗсене каланӑ: хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: «кунтан ҫавӑнта куҫса лар» тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ; 21ку ӑрӑва кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.
22Галилейӑра вӗрекенӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, 23Ӑна вӗлерӗҫ, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ. Вӗренекенсем вара хуйха ӳкнӗ.
24Вӗсем Капернаума ҫитсен, Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли хырҫӑ#17:24 Турӑ Ҫуртне икӗ драхма тӳлемелле пулнӑ. пухакансем пырса каланӑ: сирӗн Вӗрентекенӗр хырҫӑ памӗ-ши? тенӗ. 25Вӑл: парӗ, тенӗ. Петр пӳрте кӗрсен, вӑл сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус каланӑ ӑна: Симон, сана епле пек туйӑнать? ҫӗр ҫинчи патшасем хырҫӑ е куланай камран илеҫҫӗ? хӑйсен ывӑлӗсенчен-и е ют ҫынсенчен-и? тенӗ. 26Петр Ӑна калать: ют ҫынсенчен, тет. Иисус ӑна каланӑ: эппин, ывӑлӗсен памалла мар; 27анчах пирӗн вӗсене тарӑхтарас мар; тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла ил; ун ҫӑварне уҫса пӑхсан, унта статир#17:27 Тӑватӑ драхма. тупӑн; ҫавна ил те Маншӑн та, хӑвӑншӑн та пар вӗсене, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in