Матфей ҫырнӑ Евангели 16
16
1Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе, хӑйсене тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ. 2Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: каҫхине эсир: «пӗлӗт хӗрелет — уяр пулать» тетӗр; 3ирхине: «пӗлӗт кӑвакарчӗ — паян ҫумӑр ҫӑвать» тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! эсир пӗлӗт тӗсне уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллине уйӑрма пӗлместӗр. 4Усал та аскӑн ӑру хӑват шырать, Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ, тенӗ. Вара Вӑл вӗсене пӑрахса кайнӑ.
5Тинӗс тепӗр енне каҫнӑ чухне Унӑн вӗренекенӗсем ҫӑкӑр илме маннӑ. 6Иисус вӗсене каланӑ: асӑрханӑр, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ. 7Вӗсем хӑйсен ӑшӗнче: ку ӗнтӗ эпир ҫӑкӑр илменнине пӗлтерет, тесе шухӑшланӑ. 8Ҫавна пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр? 9Халӗ те ӑнланаймастӑр-и? пилӗк ҫӑкӑрпа пилӗк пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине хӑвӑр миҫе кунтӑ пухнине те астумастӑр-и? 10Тата ҫичӗ ҫӑкӑрпа тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине миҫе пӗрне пухса илнине астумастӑр-и? 11Мӗнле-ха ӑнланаймастӑр? Эпӗ сире ҫӑкӑр ҫинчен каламарӑм, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, терӗм, тенӗ. 12Вӗренекенӗсем тинех ӑнланса илнӗ: Вӑл вӗсене кӑвас чустинчен мар, фарисейсемпе саддукейсем вӗрентнинчен сыхланма хушнӑ.
13Филипп Кесарийӗ теекен хула таврашне пырсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ. 14Вӗсем каланӑ: пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ, тенӗ. 15Вӑл вӗсене: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тет. 16Петр теекен Симон хуравласа каланӑ: Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ. 17Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон: ҫакна сана ӳтпе юн мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ; 18Эпӗ те сана калатӑп: эсӗ — Петр#16:18 Чул., ҫак чул ҫине Эпӗ Хамӑн Чиркӗвӗме лартӑп, ӑна тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ; 19сана Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫине парӑп: эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ, тенӗ. 20Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй Иисус Христос иккенне никама та калама хушман.
21Иисус вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене Хӑй Иерусалима каясси ҫинчен, унта пуҫлӑхсенчен, аслӑ священниксенчен, кӗнекеҫӗсенчен нумай асап курасси ҫинчен, Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кала пуҫланӑ. 22Петр Иисуса аяккалла чӗнсе илнӗ те Ӑна хирӗҫлесе каланӑ: Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ! тенӗ. 23Вӑл вара Петр енне ҫаврӑнса каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ. 24Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр; 25кам хӑй чунне#16:25 Пурӑнӑҫне. упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ; 26пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ? 27мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. 28Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри Этем Ывӑлӗ Патша пек килнине курмасӑр вилмӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 16: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.