YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 18

18
1Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам? тенӗ. 2Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен варрине тӑратса каланӑ: 3чӑн калатӑп сире: улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр; 4ҫавӑнпа та кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ. 5Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать, 6кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ. 7Тӗнче ҫылӑхсене пула хур курать: вӗсем пулаҫҫех; анчах кам илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫав ҫынна хуйхӑ ҫитӗ. 8Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна: чӑлаххӑн е уксаххӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни хӑвна икӗ аллӑн, икӗ ураллӑн ӗмӗрхи вута пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн; 9эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна: чӗрӗлӗхе хӑрах куҫпа кӗни хӑвна икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн.
10Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ан хурлӑр; калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере яланах Ҫӳлти Аттем сӑнне курса тӑраҫҫӗ. 11Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ. 12Мӗнле шутлатӑр эсир? Пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӗсенчен пӗри ҫухалсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӑшне тусем хушшине хӑварса ҫухалнине шырама каймӗ-и вӑл? 13Чӑн калатӑп сире: ӑна тупсассӑн, уншӑн ҫав ҫын ҫухалман тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сурӑхӗшӗн савӑннинчен ытларах савӑнӗ. 14Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар.
15Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать; 16итлемесессӗн, хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай — икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр; 17вӗсене те итлемесессӗн, ӗненекенсен ушкӑнне каласа кӑтарт; ӗненекенсен ушкӑнне те итлемесессӗн, вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех пултӑр. 18Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсир ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ. 19Ҫаплах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса кирек мӗн ыйтсассӑн та, Ҫӳлти Аттем мӗн ыйтнине парӗ вӗсене, 20мӗншӗн тесессӗн Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп, тенӗ.
21Ҫавӑн чухне Петр Иисус патне пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! хама хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрекен тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и? тенӗ. 22Иисус ӑна ҫапла калать: ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп.
23Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ. 27Патша вара ҫав чурине хӗрхенсе унӑн парӑмне каҫарнӑ та ӑна килне кӑларса янӑ. 28Ҫав чура тухнӑ-тухманах хӑйӗн пӗр юлташне тӗл пулнӑ, лешӗн ӑна ҫӗр динари памалла пулнӑ; вӑл ӑна ярса тытнӑ та: «парӑмна тӳле мана» тесе пӑва пуҫланӑ. 29Юлташӗ унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапса йӑлӑннӑ: кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ. 30Анчах лешӗ итлесшӗн пулман, кайнӑ та ӑна парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хуптарнӑ. 31Вӑл ҫапла тунине курнӑ юлташӗсем, питех те пӑшӑрханса, мӗн пулса иртни ҫинчен хӑйсен патши патне кайса каласа кӑтартнӑ. 32Патша вара ӑна чӗнтерсе илет те ҫапла калать: эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм; 33эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и? тет. 34Ҫилленсе ҫитнӗ патша вара ӑна пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех асаплантармашкӑн асаплантаракансен аллине панӑ. 35Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in