YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 15

15
1Ҫавӑн чухне Иисус патне Иерусалимран кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: 2Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ? вӗсем апат ҫиес умӗн аллине ҫумаҫҫӗ, тенӗ. 3Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн эсир те хӑвӑр йӑлӑрсене тытса пырассишӗн Турӑ ӳкӗтне пӑхӑнмастӑр? 4Турӑ: «аҫу-аннӳне хисепле» тата «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ. 5Эсир вара ҫапла калатӑр: «кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ Турра парне кӳтӗм» тесессӗн, 6ҫавӑ ашшӗ е амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар» тетӗр; эсир ҫапла хӑвӑр йӑлӑршӑн Турӑ хушнине пӑрахӑҫлатӑр. 7Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ: 8«ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; 9вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ. 10Унтан Иисус халӑха чӗнсе илсе каланӑ: итлӗр те ӑнланса илӗр: 11ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет, тенӗ. 12Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсессӗн фарисейсем тарӑхрӗҫ, тенӗ. 13Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Ҫӳлти Аттем лартман кирек епле ӳсентӑран та тымарӗпех кӑкланӗ; 14вӗсем пирки ан шухӑшлӑр: вӗсем — суккӑрсене ҫавӑтса ҫӳрекен суккӑрсем; суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳресен, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ, тенӗ. 15Петр каланӑ Ӑна: ҫак ытарӑша ӑнлантарса парсам пире, тенӗ. 16Иисус вара ҫапла каланӑ: эсир те халиччен пӗлейместӗр-и? 17халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать; 18ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, 19мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать. 20Ҫынна ҫакӑ ирсӗрлетет. Алӑ ҫумасӑр апат ҫини ҫынна ирсӗрлетмест, тенӗ.
21Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ. 22Акӑ пӗр ханаан хӗрарӑмӗ, ҫав таврара пурӑнаканскер, тухнӑ та кӑшкӑрсах каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ мана! хӗрӗм ытла та асапланать: ӑна усал ернӗ, тенӗ. 23Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ Ӑна: кунтан яр ӑна — вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать, тенӗ. 24Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Мана Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ, тенӗ. 25Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫывӑхарах пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! пулӑшсамччӗ мана, тенӗ. 26Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ. 27Хӗрарӑм каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ. 28Вара Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн; ху ӗмӗтленнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн хӗрӗ вара ҫав сехетрех сывалнӑ.
29Унтан кайсассӑн Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, унта пӗр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ. 30Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ; 31халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
32Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли вӗсен нимӗн те ҫук; ҫул ҫинче халтан каясран Манӑн вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест, тенӗ. 33Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пушхирте ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан илес пирӗн? теҫҫӗ. 34Иисус вӗсене: сирӗн миҫе ҫӑкӑр? тет. Вӗсем: ҫиччӗ, тата темиҫе пулӑ, тенӗ. 35Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ. 36Вара ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, вӗренекенӗсем ӗнтӗ халӑха валеҫсе панӑ. 37Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ; 38ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
39Халӑха киле ярсан, Иисус кимӗ ҫине ларса Магдала ҫӗрне ҫитнӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in