1
Матфей ҫырнӑ Евангели 15:18-19
БИБЛИ
CHB
ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать.
Compare
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 15:18-19
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 15:11
ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 15:11
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 15:8-9
«ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 15:8-9
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 15:28
Вара Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн; ху ӗмӗтленнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн хӗрӗ вара ҫав сехетрех сывалнӑ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 15:28
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 15:25-27
Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫывӑхарах пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! пулӑшсамччӗ мана, тенӗ. Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ. Хӗрарӑм каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 15:25-27