Иоанн ҫырнӑ Евангели 9
9
1Иртсе пынӑ чухне Вӑл суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ. 2Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Равви?! вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е ашшӗ-амӑшӗ-и? тенӗ. 3Иисус хуравласа каланӑ: вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Турӑ ӗҫӗ курӑнтӑр тесе ҫапла пулнӑ; 4кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать; ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть. 5Тӗнчере чухне Эпӗ — тӗнче ҫути, тенӗ. 6Ҫакна каласан Вӑл ҫӗре сурнӑ та, сурчӑкне тӑпрапа хутӑштарса, суккӑрӑн куҫне ҫав пылчӑкпа сӗрнӗ, 7унтан ӑна каланӑ: кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн, тенӗ («Силоам» тени «Янӑскер» тенине пӗлтерет). Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса таврӑннӑ. 8Ӗнтӗ кӳршисем тата унччен вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсем каланӑ: ку хайхи ыйткаласа лараканни мар-и? тенӗ. 9Хӑшӗсем: ку ҫавӑ, тенӗ; хӑшӗсем тата: ку ҫавӑн евӗрлӗ, тенӗ. Хӑй вӑл: эпӗ ҫавӑ, тенӗ. 10Вара унтан ыйта пуҫланӑ: санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ? тенӗ. 11Вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: Иисус теекен Ҫын пылчӑк туса ман куҫа сӗрчӗ те мана: «кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн» терӗ. Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм, тенӗ. 12Вӗсем вара ӑна: ӑҫта Вӑл? тенӗ. Ку: пӗлместӗп, тенӗ. 13Ӗнтӗ ҫак ӗлӗк суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ. 14Иисус пылчӑк туса унӑн куҫне уҫнӑ чухне шӑматкун пулнӑ. 15Фарисейсем те унран вӑл епле куракан пулни ҫинчен ыйтнӑ. Вӑл каланӑ вӗсене: Иисус ман куҫ ҫине пылчӑк хучӗ, эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм, тенӗ. 16Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: Ку Ҫын Турӑран мар — шӑматкуна хисеплемест, тенӗ. Тепӗрисем каланӑ: ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тӑвайтӑр? тенӗ. Ҫапла вӗсен хушшинче тавлашу тухнӑ. 17Суккӑр ҫынна татах каланӑ: Вӑл санӑн куҫна уҫнӑ, Ун ҫинчен эсӗ мӗн калӑн? тенӗ. Лешӗ: Вӑл — пророк, тенӗ. 18Анчах та иудейсем суккӑр ҫын куракан пулнине ӗненмен, вӗсем ӗнтӗ куракан ҫыннӑн ашшӗ-амӑшне чӗнтерсе илнӗ те 19ыйтнӑ вӗсенчен: сирӗн суккӑр ҫуралнӑ теекен ывӑлӑр ҫакӑ-и? халӗ епле-ха вӑл куракан пулчӗ? тенӗ. 20Унӑн ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ку пирӗн ывӑл иккенне, вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр, 21анчах халӗ епле куракан пулнине пӗлместпӗр; унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр; вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр, хӑй ҫинчен хӑй каласа патӑр, тенӗ. 22Унӑн ашшӗ-амӑшӗ иудейсенчен хӑранипе ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иисуса Христос тесе ӗненекен ҫынна иудейсем синагогӑран уйӑрса яма сӑмах татнӑ пулнӑ; 23ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн ашшӗ-амӑшӗ: «вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр» тенӗ те. 24Вара унччен суккӑр пулнӑ ҫынна иккӗмӗш хут чӗнсе илсе каланӑ: Турра мухта; эпир Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине пӗлетпӗр, тенӗ. 25Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: ҫылӑхлӑ Ҫын-и Вӑл — эпӗ пӗлместӗп; пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ куратӑп, тенӗ. 26Унран каллех ыйтнӑ: мӗн турӗ Вӑл сана? санӑн куҫна епле уҫрӗ? тенӗ. 27Ку вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр; тата мӗн илтес тетӗр? е эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и? тенӗ. 28Вӗсем ӑна питлесе каланӑ: эсӗ — Унӑн вӗренекенӗ, эпир вара — Моисей вӗренекенӗсем; 29эпир Моисейпе Турӑ калаҫнине пӗлетпӗр, Ку ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тенӗ. 30Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр; 31эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет; 32суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен; 33Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ. 34Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ — эсӗ пире вӗрентетӗн-и? тенӗ. Вара ӑна хӑваласа янӑ. 35Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен, Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та каланӑ: эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и? тенӗ. 36Лешӗ Ӑна хуравласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, кам Вӑл? ӗненесчӗ Ӑна манӑн, тенӗ. 37Иисус каланӑ ӑна: эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать, тенӗ. 38Вара лешӗ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ.
39Унтан Иисус каланӑ: суккӑррисем куракан пулччӑр, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене сут тума килтӗм, тенӗ. 40Ҫакна илтсен, Унпа пӗрле тӑракан фарисейсем хӑшӗ-хӑшӗ каланӑ Ӑна: эпир те суккӑр-и? тенӗ. 41Иисус каланӑ вӗсене: эсир суккӑр пулнӑ пулсан, сирӗн ҫинче ҫылӑх пулмӗччӗ; анчах эсир: «эпир куратпӑр» тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑр ҫинчех юлать, тенӗ.
Currently Selected:
Иоанн ҫырнӑ Евангели 9: CHB
Highlight
Share
Compare
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.