YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 10

10
1Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, вӑл вӑрӑ, вӑрӑ-хурах. 2Алӑкран кӗрекенни — сурӑхсен кӗтӳҫи. 3Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать; 4сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ; 5ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ, тенӗ. 6Иисус вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ, анчах та вӗсем Вӑл мӗн каланине ӑнланман. 7Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть. 14Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ; Эпӗ Хамӑннисене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ: 15Аттем Мана пӗлнӗ пек, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп; сурӑхӑмсемшӗн Эпӗ Хам чунӑма паратӑп. 16Манӑн урӑх сурӑхсем те пур; вӗсем ку картара мар; Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ. 17Эпӗ Хамӑн чунӑма ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Аттем юратать Мана; 18чунӑма Манран никам та туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна пама та ирӗкӗм пур, ӑна каялла илме те ирӗкӗм пур; ҫак ӳкӗте Эпӗ Аттемрен илтӗм, тенӗ. 19Ҫак сӑмахсем пирки иудейсем хушшинче каллех тавлашу тухнӑ. 20Вӗсенчен нумайӑшӗ каланӑ: Ӑна усал ернӗ, Вӑл ухмахланать, мӗн итлетӗр Ӑна? тенӗ. 21Тепӗрисем тата ҫапла каланӑ: ку сӑмахсем — усал ернӗ ҫын сӑмахӗсем мар; усал суккӑр ҫын куҫне уҫма пултарать-и? тенӗ.
22Ҫавӑн чухне Иерусалимра Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ; ун чухне хӗлле пулнӑ. 23Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, Соломон пӑлтӑрӗнче, утса ҫӳренӗ. 24Ҫавӑнта Ӑна иудейсем сырса илнӗ те каланӑ: Эсӗ пире хӑҫанччен пӗлтермесӗр тӑрӑн-ши? Эсӗ Христос пулсан тӳрех кала пире, тенӗ. 25Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть. 30Эпӗ те, Аттем те — пӗр, тенӗ. 31Иудейсем ӗнтӗ Ӑна вӗлересшӗн каллех чулсем ярса тытнӑ. 32Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ сире Хамӑн Аттем хӑвачӗпе нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, вӗсенчен хӑшӗшӗн эсир Мана чулпа персе вӗлересшӗн? тенӗ. 33Иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана ырӑ ӗҫшӗн мар, Турра хурланӑшӑн тата Эсӗ ҫын пуҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хунӑшӑн чулпа персе вӗлересшӗн, тенӗ. 34Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн саккунӑрта: «Эпӗ: эсир — турӑсем, терӗм» тесе ҫырман-и-ха? 35Турӑ сӑмахне итлекенсене Вӑл турӑсем тенӗ пулсан, — Ҫыру вара пӑрахӑҫланма пултараймасть, — 36епле-ха эсир Мана, Атте Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тенӗшӗн «Эсӗ Турра хурлатӑн» тетӗр? 37Эпӗ Аттем ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, ан ӗненӗр Мана; 38Аттем ӗҫӗсене тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те ӗҫӗмсене ӗненӗр, вара Аттем Ман ӑшӑмрине, Эпӗ Аттем ӑшӗнчине пӗлсе ӑнланса илӗр, тенӗ. 39Ӑна ҫавӑн чухне те ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах Вӑл вӗсен аллинчен хӑтӑлнӑ. 40Иисус каллех Иордан тепӗр енне, унччен Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑна, каҫса кайнӑ та пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ. 41Ун патне нумай ҫын ҫӳренӗ. Вӗсем: «Иоанн пӗр хӑват та тумарӗ, анчах та вӑл Ҫакӑн ҫинчен калани пӗтӗмпе чӑн пулчӗ» тенӗ. 42Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.

Highlight

Share

Compare

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in