YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 8

8
1Иисус вара Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. 2Ирхине каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ; Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗренте пуҫланӑ. 3Ҫавӑнта Ун патне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ арӑма илсе пынӑ; ӑна вӑта ҫӗре тӑратса, Иисуса каланӑ: 4Вӗрентекен! ҫак арӑма аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ; 5саккунра Моисей пире ун пеккисене чулпа персе вӗлерме хушнӑ, Эсӗ мӗн калӑн? тенӗ. 6Ҫакна вӗсем, Ӑна сӑнаса, Ӑна айӑплама мӗн те пулин тупасшӑн каланӑ. Анчах та Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине пӳрнипе темӗскер ҫыра пуҫланӑ. 7Лешӗсем Хӑйӗнчен ҫине тӑрсах ыйтнӑран Вӑл пуҫне ҫӗклесе каланӑ вӗсене: сирӗн хушшӑрта кам ҫылӑхсӑр, малтан ҫавӑ чулпа петӗр ӑна, тенӗ. 8Хӑй каллех пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине ҫырса тӑнӑ. 9Лешӗсем ҫакна илтсен, намӑсланса, аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех пӗрин хыҫҫӑн тепӗри салана пуҫланӑ; Иисуспа вӑта ҫӗрте тӑракан хӗрарӑм анчах тӑрса юлнӑ. 10Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та, хӗрарӑмсӑр пуҫне никам та юлманнине курса, каланӑ ӑна: эй хӗрарӑм! сана айӑплакансем ӑҫта? никам та айӑплаймарӗ-и сана? тенӗ. 11Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: никам та айӑплаймарӗ, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ. Иисус ӑна: Эпӗ те айӑпламастӑп сана; каях, малашне ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.
12Иисус халӑха татах каланӑ: Эпӗ — тӗнче ҫути; Ман хыҫҫӑн пыракан сӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн чӗрӗлӗх ҫути пулӗ, тенӗ. 13Ҫавӑн чухне фарисейсем каланӑ Ӑна: Эсӗ Ху ҫинчен Ху каласа пӗлтеретӗн, Эсӗ калани чӑн мар, тенӗ. 14Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ Хам ҫинчен Хам каласа пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ калани чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп; эсир Эпӗ ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлместӗр. 15Эсир этем виҫипе айӑплатӑр, Эпӗ никама та айӑпламастӑп; 16айӑпласассӑн та, Манӑн сутӑм чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — пӗччен мар, Эпӗ — Хама янӑ Аттемпе пӗрле; 17сирӗн саккунӑрта та: «икӗ ҫын пӗр пек кӳнтелет пулсан, ҫавӑ — чӑн» тесе ҫырнӑ. 18Эпӗ Хам ҫинчен Хам кӳнтелетӗп; Ман ҫинчен тата Мана янӑ Аттем кӳнтелет, тенӗ. 19Вара Ӑна: ӑҫта Санӑн Аҫу? тенӗ. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Мана та, Манӑн Аттеме те пӗлместӗр; Мана пӗлнӗ пулсассӑн, эсир Манӑн Аттеме те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ, тенӗ. 20Ҫак сӑмахсене Иисус Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче вӗрентнӗ чухне, каланӑ; Ӑна никам та тӗкӗнмен: ун чухне Унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен-ха. 21Иисус татах каланӑ вӗсене: Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырӑр та, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ. 22Вара иудейсем каланӑ: «Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тет, Вӑл Хӑйне Хӑй вӗлересшӗн мар-и? тенӗ. 23Вӑл каланӑ вӗсене: эсир — ҫӗртен, Эпӗ — ҫӳлтен; эсир — ку тӗнчерисем, Эпӗ — ку тӗнчери мар. 24Ҫавӑнпа Эпӗ сире «хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр» тесе каларӑм та; эсир Ку Эпӗ иккенне ӗненмесен хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр те, тенӗ. 25Вара Ӑна: кам вара Эсӗ? тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: ҫакӑн ҫинчен Эпӗ сире малтан пуҫласах калатӑп; 26Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай; анчах тӗнчене Эпӗ Хама Яракантан мӗн илтнине ҫеҫ калатӑп, Вӑл вара — Чӑнни, тенӗ. 27Иисус вӗсене Хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланайман. 28Ҫавӑнпа Иисус каланӑ вӗсене: эсир Этем Ывӑлне ҫӗклентерсессӗнех Ку Эпӗ иккенне, Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара. 29Мана Яраканӗ Манпа пӗрлех; Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп, ҫавӑнпа Аттем Мана пӗччен хӑвармарӗ, тенӗ. 30Вӑл ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Ӑна нумайӑшӗ ӗненнӗ. 31Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; 32вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ, тенӗ. 33Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман; епле-ха Эсӗ пире: «ирӗке тухӑр» теетӗн? тенӗ. 34Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫылӑха кӗрекен кирек кам та — ҫылӑх чури. 35Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать. 36Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр. 37Эсир Авраам йӑхӗ иккенне Эпӗ пӗлетӗп, анчах та эсир Мана вӗлерме хатӗр, мӗншӗн тесессӗн Манӑн сӑмахӑм сирӗн ӑшӑра вырӑнаҫаймасть; 38Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп; эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнине тӑватӑр, тенӗ. 39Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пирӗн аттемӗр — Авраам, тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: эсир Авраам ачисем пулсан, Авраам ӗҫӗсене тӑвӑттӑр; 40эсир халӗ Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам ун пек туман; 41эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсене тӑватӑр, тенӗ. Ҫавна хирӗҫ Ӑна каланӑ: эпир аскӑн ӗҫ тунинчен ҫуралман, пирӗн Аттемӗр пӗрре — Турӑ, тенӗ. 42Иисус каланӑ вӗсене: сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсан, эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Турӑ патӗнчен анса килнӗ; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Вӑл янӑ. 43Мӗншӗн эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн сӑмахӑма илтме пултараймастӑр. 44Сирӗн аҫӑр — шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн; вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчех ҫынвӗлерен пулнӑ, чӑнлӑх уншӑн ют, мӗншӗн тесессӗн ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук. Суйса каланӑ чухне вӑл хӑйӗнче мӗн пуррине калать, мӗншӗн тесессӗн вӑл — ултавҫӑ, ултав ашшӗ. 45Эпӗ вара чӑннине калатӑп, эсир Мана ҫавӑнпа ӗненместӗр. 46Сирӗнтен кам Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплать? Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, эсир мӗншӗн ӗненместӗр Мана? 47Кам Турӑран, ҫавӑ Турӑ сӑмахне итлет; эсир Турӑран мар, ҫавӑнпа итлеместӗр, тенӗ. 48Ҫакна хирӗҫ иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана: Эсӗ — Самари ҫынни, Сана усал ернӗ тесе тӗрӗсех каламастпӑр-и? тенӗ. 49Иисус каланӑ: Мана усал ермен, Эпӗ Хамӑн Аттеме чыслатӑп, эсир Мана чыссӑрлататӑр. 50Эпӗ Хам валли мухтав шырамастӑп: Шыраканни, Сут тӑваканни хӑйне пур. 51Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ, тенӗ. 52Иудейсем каланӑ Ӑна: Сана усал ернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир: Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара: «Манӑн сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ» тетӗн; 53Эсӗ вилнӗ Авраам аттемӗртен те аслӑ-и? пророксем те вилнӗ; Эсӗ Хӑвна кам вырӑнне хуратӑн? тенӗ. 54Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ Хама Хам мухтатӑп пулсан, Манӑн мухтавӑм ниме те тӑмасть. Мана Аттем мухтава кӑларать, эсир вара Ун ҫинчен: «Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр» теетӗр; 55эсир Ӑна пӗлмерӗр, Эпӗ пӗлетӗп Ӑна; Ӑна пӗлместӗп теес пулсан, Эпӗ сирӗн пекех ултавҫӑ пулатӑп; Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне тытса тӑратӑп. 56Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те Ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ, тенӗ. 57Ҫакна хирӗҫ иудейсем каланӑ Ӑна: Эсӗ халӗ аллӑ ҫула та ҫитмен, мӗнле-ха Эсӗ Авраама курма пултарнӑ? тенӗ. 58Иисус каланӑ вӗсене: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ Авраам ҫураличченех пур, тенӗ. 59Иудейсем вара Ӑна вӗлересшӗн чулсем ярса тытнӑ; анчах Иисус, курӑнми пулса, вӗсем хушшипех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.

Highlight

Share

Compare

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in