YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 7

7
1Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ: иудейсем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе, Вӑл Иудейӑра ҫӳресшӗн пулман.
2Иудейсен Хӳшӗ уявӗ ҫывӑхарса килнӗ. 3Ҫавӑн чухне тӑванӗсем каланӑ Ӑна: кунтан Иудейӑна тухса кай — Эсӗ тӑвакан ӗҫсене Хӑвӑн вӗренекенӳсем те курччӑр, 4палӑрас тесен никам та нимӗн те вӑрттӑн тумасть; Эсӗ ҫавнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан, Хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин, тенӗ. 5Иисуса ӗнтӗ Хӑйӗн тӑванӗсем те ӗненмен. 6Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара кирек мӗнле вӑхӑт та юрӑхлӑ; 7сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп; 8эсир ҫак уява кайӑр, Эпӗ ку уява каймастӑп-ха: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тенӗ. 9Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ та Хӑй Галилейӑрах юлнӑ.
10Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус та унта пынӑ. Вӑл никама систермесӗр, вӑрттӑн пынӑ. 11Уявра Ӑна иудейсем шыранӑ: ӑҫта-ши Вӑл? тенӗ. 12Халӑх хушшинче Ун ҫинчен тӗрлӗ калаҫнӑ: пӗрисем: «Вӑл ырӑ» тенӗ; тепӗрисем: «ҫук, Вӑл халӑха улталать» тенӗ. 13Иудейсенчен хӑранипе ӗнтӗ Ун ҫинчен пурте вӑрттӑн анчах калаҫнӑ. 14Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗрентме пуҫланӑ тӗле ҫур уяв иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ. 15Иудейсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: вӗренмесӗрех Ҫырӑва епле пӗлет-ха Вӑл? тенӗ. 16Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран; 17кам Унӑн ирӗкне туса тӑрас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ ҫинчен пӗлӗ — Турӑран-и ку е Эпӗ Хам калатӑп-и; 18хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн мухтав шырать; Кам Хӑйне Яраканшӑн мухтав шырать, Ҫавӑ чӑннине калать, Унра суя ҫук. 19Сире Моисей саккун паман-и? ҫапах та эсир пӗри те саккуна тытса тӑмастӑр. Эсир Мана мӗншӗн вӗлересшӗн? тенӗ. 20Халӑх Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Санӑн ӑшӑнта шуйттан мар-и? кам вӗлересшӗн Сана? тенӗ. 21Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурсӑр та тӗлӗнетӗр; 22Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ, — ку йӑла Моисейрен те мар, аҫӑрсенчен тухнӑ, — эсир ӗнтӗ шӑматкун та ӳт касатӑр; 23Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр? 24Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр, тенӗ. 25Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр Иерусалим ҫыннисем каланӑ: Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? 26Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫавах Ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ: пуҫлӑхсем Вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитмен-ши? 27Анчах та эпир Вӑл ӑҫтан килнине пӗлетпӗр; Христос килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ, тенӗ. 28Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: эсир Мана та пӗлетӗр, Эпӗ ӑҫтан иккенне те пӗлетӗр; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Яраканӗ, Чӑнни, пур, эсир Ӑна пӗлместӗр. 29Эпӗ Ӑна пӗлетӗп: Эпӗ — Ун патӗнчен, Мана Вӑл ячӗ, тенӗ. 30Ӑна ӗнтӗ ярса тытасшӑн пулнӑ, ҫапах Ун ҫине никам та алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен-ха. 31Халӑх хушшинчисем вара нумайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ, вӗсем: Христос килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара? тенӗ. 32Халӑх хушшинче Ун ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ те, вара вӗсем тата аслӑ священниксем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Иисуса тытма янӑ. 33Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе нумаях пулмӑп, Хама Яракан патне кайӑп; 34Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ. 35Иудейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла каланӑ: эпир тупаяс ҫук ҫӗре ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? Вӑл эллинсем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса эллинсене вӗрентесшӗн мар-и? 36«Эсир Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тенӗ сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши Унӑн? тенӗ.
37Уявӑн юлашки аслӑ кунӗнче Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр; 38Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен, — Ҫырура каланӑ пек, — чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ, тенӗ. 39Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Таса Сывлӑш ҫинчен каланӑ: ун чухне вӗсем ҫинче Таса Сывлӑш пулман, мӗншӗн тесессӗн Иисус мухтава тухман-ха. 40Ҫак сӑмахсене илтсен халӑх хушшинче нумайӑшӗ каланӑ: Вӑл чӑнах та пророк, тенӗ. 41Тепӗрисем: Ку — Христос, тенӗ. Тата тепӗрисем: Христос Галилейӑран килӗ-и вара? 42Ҫырура: «Христос Давид йӑхӗнчен, Вифлеемрен, Давид ҫуралнӑ ҫӗртен, килӗ» темен-им? тенӗ. 43Ҫапла халӑх хушшинче Ун пирки тав тухнӑ. 44Вӗсенчен хӑшӗпӗри Ӑна тытасшӑн пулнӑ, ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен. 45Хуралҫӑсем ӗнтӗ аслӑ священниксемпе фарисейсем патне таврӑннӑ, лешӗсем вӗсене: мӗншӗн тытса килмерӗр Ӑна? тенӗ. 46Хуралҫисем ҫапла хуравласа каланӑ: никам та нихӑҫан та Ҫав Ҫын калаҫнӑ пек калаҫман, тенӗ. 47Фарисейсем каланӑ вӗсене: эсир те улталантӑр-и? 48Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна? 49Ку халӑх саккуна пачах та пӗлмест, ылханлӑ вӑл, тенӗ. 50Вӗсенчен пӗри, Иисус патне ҫӗрле пынӑ Никодим, вӗсене каланӑ: 51пирӗн саккун ҫын мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ӑна айӑплать-и вара? тенӗ. 52Ҫавна хирӗҫ Никодима каланӑ: эсӗ те Галилейӑран мар-и-ха? тӗпчесе тух-ха, Галилейӑран пророк тухманнине курӑн вара, тенӗ. 53Унтан пурте килне саланнӑ.

Highlight

Share

Compare

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in