YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 6

6
1Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галилея тинӗсӗн, — ӑна Тивериада та теҫҫӗ, — тепӗр енне кайнӑ. 2Вӑл чирлисене чӗртсе хӑват тунине курса, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 3Иисус ту ҫине улӑхнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ. 4Иудейсен Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ. 5Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхать те, Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курса, Филипа калать: вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн? тет. 6Ҫакна Вӑл ӑна сӑнаса каланӑ, Хӑй вара мӗн тӑвассине пӗлсе тӑнӑ. 7Филипп Ӑна хуравласа каланӑ: кашнине пӗчӗк татӑк тивмелӗх ҫеҫ ҫӑкӑр илес тесен те, икҫӗр динари ҫитес ҫук, тенӗ. 8Унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Петр теекен Симон шӑллӗ Андрей, калать Ӑна: 9кунта пӗр ачанӑн пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур; анчах ку йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл? тет. 10Иисус каланӑ: вӗсене ларса тухма хушӑр, тенӗ. Вырӑнӗ ҫеремлӗ пулнӑ. Ҫапла вара пӗр пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ. 11Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ. 12Пурте ҫисе тӑрансан Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр, тенӗ. 13Вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫиекенсенчен юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ та вуникӗ кунтӑ туллиех тултарнӑ. 14Иисус тунӑ хӑвата куракан ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк, тенӗ. 15Иисус, Хӑйне систермесӗр тытса патшана лартасшӑн пулнине пӗлсе, пӗчченех каллех ту ҫине кайнӑ.
16Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ та, 17кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енне Капернаума ҫул тытнӑ. Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ, Иисус ҫаплах вӗсем патне пыман-ха. 18Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханнӑ. 19Пӗр ҫирӗм пилӗк е вӑтӑр стади чухлӗ ишсе кайсан, вӗсем Иисус тинӗс ҫийӗн утса пынине, кимӗ патне ҫывӑхарнине курса хӑраса ӳкнӗ. 20Вӑл вӗсене: ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ. 21Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ; ҫав вӑхӑтрах кимми хӑйсем ишсе пыракан ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑннӑ.
22Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ. 23Ҫав хушӑра Ҫӳлхуҫа пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑн ҫывӑхне Тивериадӑран урӑх кимӗсем ҫитнӗ. 24Кунта Иисус та, Унӑн вӗренекенӗсем те ҫуккине курсассӑн, халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та, Иисуса шыраса, Капернаума ишсе кайнӑ. 25Вара Ӑна тинӗс тепӗр енче тупса каланӑ: Равви?! Эсӗ кунта хӑҫан килтӗн? тенӗ. 26Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Мана хӑватсем курнӑран шырамастӑр, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр, тенӗ. 27Ҫӗр ҫинчи ҫӗрекен апатшӑн ан тӑрӑшӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатшӑн тӑрӑшӑр. Ҫав апата сире Этем Ывӑлӗ парӗ: Ӑна Атте Турӑ Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, тенӗ. 28Вара Ӑна: Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла? тенӗ. 29Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ Турра юрӑхлӑ ӗҫ — Вӑл Кама янӑ, эсир Ҫавна ӗненӗр, тенӗ. 30Вара каланӑ Ӑна: Хӑвна ӗнентерес тесен Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн, мӗн тӑвӑн? 31Пирӗн аттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен: «ҫимешкӗн вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ» тесе ҫырнӑ, тенӗ. 32Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать: 33Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх парать, тенӗ. 34Вара Ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! пире яланах ҫавӑн пек ҫӑкӑр парса тӑрсамччӗ, тенӗ. 35Иисус каланӑ вӗсене: || чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ — Эпӗ; Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ; 36Эпӗ ӗнтӗ сире каларӑм: эсир Мана куртӑр, ҫапах ӗненместӗр, терӗм. 37Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп: 38Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; 39Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; 40Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ. 41«Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенӗшӗн иудейсем Иисуса ҫилленнӗ; 42вӗсем каланӑ: Ку — Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? эпир Унӑн ашшӗ-амӑшне те пӗлетпӗр, епле-ха Вӑл: «Эпӗ ҫӳлтен аннӑ» теет? тенӗ. 43Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр: 44Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп. 45Пророксен кӗнекинче: «пурне те Турӑ вӗрентсе ҫитерӗ» тесе ҫырнӑ. Аттемрен илтсе вӗренекен кирек кам та Ман патӑма килет. 46Ку сӑмах кам та пулин Аттене курнине пӗлтермест, Турӑран Килнисӗр пуҫне Ашшӗне никам та курман: Вӑл курнӑ Ашшӗне. 47Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. 48Эпӗ — чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: 49сирӗн аҫӑрсем пушхирте манна ҫисен те вилнӗ; 50ҫӳлтен анакан ҫӑкӑр ҫавӑн евӗрлӗ: ӑна ҫиекен вилмӗ. 51Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ. 52Иудейсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе тавлаша пуҫланӑ: епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме пама пултартӑр? тенӗ. 53Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ. 54Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, юлашки кун Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп. 55Манӑн Ӳтӗм — чӑн ҫимӗҫ, Манӑн Юнӑм — чӑн ӗҫмелли; 56Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен Ман ӑшӑмра пулать, Эпӗ те ун ӑшӗнче пулатӑп; 57Мана чӗрӗлӗхлӗ Аттем ячӗ, Аттем урлӑ Эпӗ те чӗрӗлӗхлӗ, ҫавнашкал Ман Ӳтӗме ҫиекен те ҫапла Ман урлӑ чӗрӗ пулӗ. 58Ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр ҫавӑ ӗнтӗ; аҫӑрсем ҫинӗ манна пек мар вӑл, вӗсем ӑна ҫисессӗн те вилнӗ; ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, тенӗ. 59Ҫакна Вӑл Капернаумра, синагогӑра вӗрентнӗ чухне, каланӑ. 60Ҫавна илтсен, Унӑн вӗренекенӗсем те нумайӑшӗ каланӑ: темӗнле сӑмахсем калать! ҫакна кам итлеме пултарайӗ? тенӗ. 61Вӗренекенӗсем ҫавӑн пирки ӳпкелешнине пӗлсе тӑракан Иисус каланӑ вӗсене: сире ҫакӑ та аташтарать-и? 62Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан мӗн тӑвӑр-ши эсир? 63Сывлӑш чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт нимӗнле усӑ та кӳмест; Эпӗ сире калакан сӑмахсем — Сывлӑш та, пурӑнӑҫ та. 64Ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-хӑшӗ ӗненмеҫҫӗ, тенӗ. Иисус кам ӗненменнине, Хӑйне кам тытса парассине малтанах пӗлсе тӑнӑ. 65Тата каланӑ: ҫавӑнпа Эпӗ сире: Аттем пулӑшмасассӑн Ман патӑма никам та килме пултараймасть, тесе каларӑм та, тенӗ. 66Ҫакӑн хыҫҫӑн Унӑн вӗренекенӗсем нумайӑшӗ Ӑна пӑрахса кайнӑ та урӑх Унпа ҫӳремен. 67Ҫавӑн чухне Иисус вуникӗ вӗренекенне: эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и? тенӗ. 68Петр Симон хуравласа каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем; 69Эсӗ Христос иккенне, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те, тенӗ. 70Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире, вуниксӗре, Хам суйласа илмерӗм-и? анчах сирӗнтен пӗри — шуйттан, тенӗ. 71Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ: лешӗ, вуниккӗшӗнчен пӗри, Ӑна тытса парасшӑн пулнӑ.

Highlight

Share

Compare

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in