Иоанн ҫырнӑ Евангели 5
5
1Ҫавӑн хыҫҫӑн иудейсен уявӗ ҫитнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ. 2Иерусалимра, Сурӑх хапхи патӗнче, шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Вифезда#5:2 Хӗрхенӳ килӗ. теҫҫӗ; унта ҫине витсе тунӑ пилӗк аслӑкай пекки пулнӑ. 3Ҫавӑнта темӗн чухлӗ чирлӗ ҫын — суккӑрсем, уксахсем, алли-ури хӑрнисем — шыв пӑлханасса кӗтсе выртнӑ, 4мӗншӗн тесессӗн Турӑ Ангелӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шыва кӗмелли вырӑна анса шыва пӑлхатнӑ; шыва пӑлхатсанах ҫавӑнта малтан кӗрекенӗ кирек епле чиртен те сывалнӑ. 5Унта вӑтӑр сакӑр ҫул чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ. 6Иисус ҫавна, выртаканскере, курнӑ та, вӑл чылайранпа чирленине пӗлсе, калать ӑна: санӑн сывалассу килет-и? тет. 7Чирлӗ ҫын Ӑна хуравласа каланӑ: ҫапла та, Ҫӳлхуҫамӑм, анчах шыв пӑлхансан мана шыва кӳртекен ҫын ҫук; эпӗ пынӑ тӗле тепӗри кӗрсе ӗлкӗрет, тенӗ. 8Иисус ӑна: тӑр, выртан вырӑнна ил те утса кай, тет. 9Лешӗ вара ҫийӗнчех сывалнӑ, выртан вырӑнне илнӗ те утса кайнӑ. Ҫакӑ шӑматкун пулса иртнӗ. 10Ҫавӑнпа ӗнтӗ иудейсем сывалнӑ ҫынна каланӑ: паян шӑматкун, сана вырӑнна йӑтма юрамасть, тенӗ. 11Вӑл вӗсене каланӑ: хама Сыватаканӗ мана: «выртан вырӑнна ил те утса кай» терӗ, тенӗ. 12Унран ыйтнӑ: сана «выртан вырӑнна ил те утса кай» тесе калакан Ҫын кам Вӑл? тенӗ. 13Сывалнӑ ҫын Вӑл кам пулнине пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Иисус ҫавӑнта тӑракан халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ. 14Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: акӑ эсӗ сывалтӑн; хӑвна тата япӑхрах ан пултӑр тесен, урӑх ҫылӑха ан кӗр, тенӗ. 15Ҫав ҫын вара иудейсем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ. 16Иудейсем ӗнтӗ ҫавӑн пек ӗҫсене шӑматкун тунӑшӑн Иисуса хӗсе пуҫланӑ, Ӑна вӗлерме май шыранӑ.
17Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп, тенӗ. 18Иудейсем ӗнтӗ Иисуса шӑматкун йӗркине пӑснӑшӑн ҫеҫ мар, тата ытларах Турра Манӑн Аттем тесе Хӑйне Турӑпа тана хунӑшӑн вӗлересшӗн пулнӑ. 19Ҫакна хирӗҫ Иисус ҫапла каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ашшӗ епле тунине курмасан, Ывӑлӗ Хӑй тӗллӗн нимӗн те тума пултараймасть: Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать. 20Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать; Вӑл Ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, эсир тӗлӗнсе кайӑр. 21Ашшӗ вилнисене чӗртсе тӑратса пурӑнӑҫ панӑ пек, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать. 22-23Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ Ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест. 24Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Манӑн сӑмаха итлекен, Мана Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, вӑл сута пымасть — вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ. 25Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вӑхӑт ҫитсе пырать, ҫитрӗ те ӗнтӗ, вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ, илтсенех чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 26Чӗрӗлӗх — Ашшӗнче Хӑйӗнчех, ҫавӑн пекех Вӑл Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ тунӑ, чӗрӗлӗх — Унра та Хӑйӗнчех. 27Вӑл — Этем Ывӑлӗ, ҫавӑнпа та Ӑна сут тума та ирӗк панӑ. 28Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать, 29ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑн чӗрӗлӗҫ. 30Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те тума пултараймастӑп: || мӗнле илтетӗп, ҫапла сут тӑватӑп; Манӑн сутӑм тӗрӗс, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп. 31Эпӗ Хам ҫинчен Хамах каласа пӗлтерес пулсан, Эпӗ калани чӑн пулмӗччӗ. 32Ман ҫинчен Тепӗри ҫирӗплетсе парать, Вӑл Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пани чӑннине Эпӗ пӗлетӗп. 33Эсир ӗнтӗ Иоанн патне ҫынсем ятӑр, вӑл чӑнлӑх ҫинчен ҫирӗплетсе каларӗ. 34Анчах Мана Хам ҫинчен этем ҫирӗплетсе калани кирлӗ мар, ҫакна Эпӗ сире ҫӑлӑнтарасшӑн калатӑп. 35Иоанн вӑл — ҫунакан, ҫутатакан ҫутаткӑҫ; эсир унӑн ҫутинче пӗр вӑхӑт савӑнмашкӑн хатӗрччӗ. 36Ман ҫинчен Иоанран ытларах пӗлтерекенни пур: Мана Аттем тума панӑ ӗҫсем, ҫак Эпӗ тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех, Мана Аттем яни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. 37Мана янӑ Аттем Ман ҫинчен Хӑй пӗлтерчӗ. Эсир вара Унӑн сассине те нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман, 38Унӑн сӑмахне те хӑвӑр ӑшӑрта тытмастӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир Вӑл Янӑскере ӗненместӗр. 39Эсир Ҫырӑва тишкеретӗр: ун урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупасса шанатӑр. Ҫырӑвӗ вара Ман ҫинчен пӗлтерет. 40Анчах эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килесшӗн мар. 41Мана ҫын мухтани кирлӗ мар, 42Эпӗ сире пӗлетӗп: сирӗн ӑшӑрта Турра юратни ҫук. 43Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр; тепӗри кам та пулин хӑй ячӗпе килет те — эсир ӑна йышӑнатӑр. 44Эсир пӗрне-пӗри мухтаса пурӑнатӑр пулсан, пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырамастӑр пулсан мӗнле-ха ӗненме пултарӑр? 45Ман ҫинчен Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр: сире айӑплама хӑвӑр шанса тӑракан Моисей пур. 46Моисее ӗненнӗ пулсан, эсир Мана та ӗненӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ. 47Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, Ман сӑмахӑмсене епле ӗненӗр? тенӗ.
Currently Selected:
Иоанн ҫырнӑ Евангели 5: CHB
Highlight
Share
Compare
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.