YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 21

21
1Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тата Тивериада тинӗсӗ патӗнче курӑннӑ. Вӑл акӑ ҫапла курӑннӑ: 2Симон Петр, Йӗкӗреш теекен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата тепӗр икӗ вӗренекен пӗрле пулнӑ. 3Симон Петр калать вӗсене: эпӗ пулӑ тытма каятӑп, тет. Ыттисем ӑна: эпир те санпа пӗрле пыратпӑр, теҫҫӗ. Кайнӑ та ҫитсенех кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман. 4Тул ҫутӑлсан Иисус ҫыран хӗрринче тӑнӑ, анчах та вӗренекенӗсем Ӑна паллайман. 5Иисус калать вӗсене: ачасем! сирӗн мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тет. Вӗсем Ӑна: ҫук, тенӗ. 6Вӑл каланӑ вӗсене: тетелӗре кимӗрен сылтӑм енне карӑр-ха, вара тытатӑр, тенӗ. Вӗсем тетелне карнӑ та пулӑ нумай кӗнипе ӑна туртса та кӑларайман. 7Вара Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ Петра калать: ку — Ҫӳлхуҫа, тет. Симон Петр, «ку — Ҫӳлхуҫа» тенине илтсен, тумтирне пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ та (вӑл ун чухне ҫарамас пулнӑ) тинӗсе сикнӗ. 8Ытти вӗренекенӗсем кимӗпе ишсе пулӑ тулнӑ тетеле сӗтӗрсе пынӑ — вӗсем ҫырантан аякра пулман, унта ҫитме пӗр икҫӗр чике ҫеҫ пулнӑ. 9Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине тата вут-кӑвар ҫинче пулӑ выртнине курнӑ, унта ҫӑкӑр та пулнӑ. 10Иисус калать вӗсене: халӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр, тет. 11Симон Петр кайнӑ та шултӑра пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ; унта ҫӗр аллӑ виҫӗ пулӑ пулнӑ; ҫав тӗрлӗ нумай пулӑпа та тетелли ҫурӑлман. 12Иисус вӗсене: килӗр, ҫийӗр, тет. Вӗренекенӗсем Вӑл Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе, пӗри те Унран: Эсӗ кам? тесе ыйтма хӑяйман. 13Иисус пырать те ҫӑкӑр илсе вӗсене валеҫсе парать, пуллине те ҫаплах парать. 14Ку ӗнтӗ Иисус вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑрсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑнни пулнӑ.
15Вӗсем апат ҫинӗ хыҫҫӑн Иисус Петр текен Симона калать: Иона Симонӗ! эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и? тет. Петр калать Ӑна: ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн, тет. Иисус калать ӑна: Манӑн путекӗмсене кӗт, тет. 16Тата иккӗмӗш хут калать ӑна: Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и? тет. Петр калать Ӑна: ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн, тет. Иисус калать ӑна: Манӑн сурӑхӑмсене кӗт, тет. 17Ӗнтӗ ӑна виҫҫӗмӗш хут калать: Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и? тет. Петр хӑйӗнчен «эсӗ Мана юрататӑн-и?» тесе виҫӗ хут ыйтнӑран хурланса каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ пурне те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ Хӑвна юратнине те пӗлетӗн, тенӗ. Иисус калать ӑна: Манӑн сурӑхӑмсене кӗт. 18Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ пилӗкне ху ҫыхаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн; ватӑлсан, эсӗ аллусене ҫӗклӗн те, санӑн пилӗкне урӑххи ҫыхса каяссу килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ сана, тет. 19Ҫакна Вӑл Петр мӗнле вилӗмпе вилсе Турра мухтава кӑларасса пӗлтерсе каланӑ. Ҫакна каласассӑн Вӑл ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет. 20Петр каялла ҫаврӑнса пӑхать те хӑй хыҫӗнчен Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ — аслӑ апат тунӑ каҫ Унӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе Унран: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! Сана кам тытса парӗ?» тесе ыйтаканни — пынине курать. 21Ӑна курсан, Петр Иисуса калать: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӑна вара мӗн пулӗ? тет. 22Иисус калать ӑна: Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ? эсӗ Ман хыҫҫӑн пыр, тет. 23Вара вӗренекенӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ вилмест текен сӑмах сарӑлнӑ. Иисус ӑна «вӑл вилмест» тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе анчах каланӑ. 24Ҫакӑн ҫинчен шӑпах ҫав вӗренекен каласа пӗлтерет, ҫакна вӑл ҫырнӑ; вӑл каласа пӗлтерни чӑн, эпир ӑна пӗлетпӗр. 25Иисус тата урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ; Вӑл мӗн тунине тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шухӑшлатӑп. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in