YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗсем 1

1
1-2Эй Феофил, пӗрремӗш кӗнекемре сана эпӗ Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен, мӗне вӗрентни ҫинчен пуҫламӑшӗнченех тытӑнса, Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Таса Сывлӑш урлӑ малашне мӗн тумаллине хушса хӑварса, тӳпене ҫӗкленнӗ кун таранчченех ҫырса кӑтартнӑччӗ. 3Хӑй асапланнӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗсене Хӑй чӗрӗ иккенне нумай тӗрлӗн кӑтартса панӑ, вӗсене хӗрӗх кун хушши курӑнса, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ.
4Вӑл вӗсене пӗрле пуҫтарнӑ та ҫапла хушса хӑварнӑ: Иерусалимран ан кайӑр, Аттем ярса пама пулнине кӗтсе тӑрӑр; ун ҫинчен эсир Манран илтнӗ ӗнтӗ: 5Иоанн шыва кӗртнӗ, эсир вара темиҫе кун иртсенех Таса Сывлӑшпа тӗне кӗретӗр, тенӗ. 6Пӗрле пухӑнсассӑн вӗсем Унран ҫапла каласа ыйтнӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӗнӗ Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и? тенӗ. 7Вӑл вӗсене каланӑ: Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра эсир пӗлме пултараймастӑр; 8хӑвӑр ҫине Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр, тенӗ. 9Ҫакна каласассӑн Вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫӗкленсе кайнӑ, Ӑна пӗлӗт хупласа илнӗ те, Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ. 10Вӑл ҫӗкленсе кайнӑ вӑхӑтра, вӗсем тӳпенелле пӑхса тӑнӑ чухне, вӗсем патне сасартӑк шурӑ тумлӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ та 11каланӑ: эй Галилея ҫыннисем, мӗншӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Ҫак хӑвӑр патӑртан тӳпене ҫӗкленсе кайнӑ Иисус килессе те ҫаплах, Вӑл тӳпене ҫӗкленсе кайнине хӑвӑр курнӑ пекех, килӗ, тенӗ.
12Вӗсем вара Елеон теекен ту ҫинчен Иерусалима таврӑннӑ; ҫав ту — Иерусалим ҫывӑхӗнчех, шӑматкун каймалӑх ҫул чухлӗ ҫеҫ утмалла. 13Унта таврӑнсассӑн вӗсем — Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот, Иаковпа пӗртӑван Иуда — хӑйсем тӑтӑшах пуҫтарӑнакан ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ. 14Вӗсем хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе, Иисус амӑшӗпе Марийӑпа тата Иисус тӑванӗсемпе пӗрле пӗр шухӑшлӑн пулса, вӗҫсӗр кӗлтуса тӑнӑ.
15Ҫав кунсенче Петр вӗренекенсем хушшине тӑрса каланӑ (пуҫтарӑннӑ ушкӑнра пӗр ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пулнӑ): 16эй тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ; 17ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ; 18анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ; 19Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать. 20Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «унӑн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр» тенӗ; тата: «унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр» тенӗ. 21Ӗнтӗ ҫапла тума кирлӗ: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хамӑр хушӑра, хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ чухне, 22Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Хӑй пирӗн патӑмран ҫӳле ҫӗкленнӗ куна ҫитиччен яланах пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри Иисус чӗрӗлсе тӑнине пирӗнпе пӗрле каласа кӑтартаканӗ пулмалла, тенӗ. 23Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иуст тесе ят хунӑ Варсава теекен Иосифа тата Матфие; 24-25ун чухне вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ кашнийӗн чӗрине пӗлсе тӑратӑн, ҫаксенчен иккӗшӗнчен Хӑв кама суйласа илнине, хӑй вырӑнне каймашкӑн апостол тивӗҫӗнчен хӑпнӑ Иуда вырӑнне кам апостол пулмаллине кӑтартсамччӗ, тенӗ. 26Унтан вӗсемшӗн шӑпа янӑ, шӑпа Матфие тухнӑ; ӑна вара вунпӗр апостол йышне кӗртнӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in