Иоанн ҫырнӑ Евангели 17
17
1Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр. 2Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ. 3Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни. 4Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм. 5Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар. 6Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ. 9Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн; 10Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — Санӑн, Санӑнни — Манӑн; Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм. 11Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчере, Эпӗ Сан патна пыратӑп. Эй Святой Аттем! Эсӗ Мана панисене Хӑвӑн ятупа упрасам, вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр. 12Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ. Ҫапла Ҫырури сӑмах вырӑна килчӗ. 13Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп: вӗсен ӑшӗнче Манӑн савӑнӑҫӑм тулли пултӑр тесе, ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп. 14Эпӗ вӗсене Санӑн сӑмахна каласа патӑм, тӗнче вӗсене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар. 15Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен сыхласа тӑр тесе йӑлӑнатӑп. 16Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар. 17Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх. 18Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пек, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм; 19вӗсем те чӑнлӑхпа тасалччӑр тесе, вӗсемшӗн Эпӗ Хама паратӑп. 20Вӗсемшӗн анчах йӑлӑнмастӑп, вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекенсемшӗн те йӑлӑнатӑп, 21пурте пӗр пулччӑр: эй Аттем! Эсӗ — Ман ӑшӑмра, Эпӗ Сан ӑшӑнта пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗн ӑшра пӗр пулччӑр — Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр. 22Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм. 23Эпӗ — вӗсен ӑшӗнче, Эсӗ — Ман ӑшӑмра; вӗсем те пӗр-пӗтӗм пулччӑр; Мана Эсӗ янине, Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр. 24Эй Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр. 25Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; 26Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ.
Currently Selected:
Иоанн ҫырнӑ Евангели 17: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.