YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 16

16
1Ҫакна Эпӗ сире ан улталанччӑр тесе каларӑм. 2Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ; || ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, сире вӗлерекен кирек кам та Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватӑп тесе шухӑшлӗ; 3вӗсем Аттене те, Мана та пӗлменрен ҫапла тӑвӗҫ. 4Ҫакна Эпӗ сире, ҫав вӑхӑт ҫитсен Эпӗ хӑвӑра ун ҫинчен каланине астуса илччӗр тесе, каларӑм; Хам сирӗнпе пӗрле пулнӑран малтан сире каламарӑм ун ҫинчен. 5Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама Яракан патне каятӑп, сирӗнтен пӗри те Манран: ӑҫта каятӑн? тесе ыйтмасть. 6Эпӗ сире ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкрӗр. 7Анчах Эпӗ сире чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сирӗншӗн лайӑхрах пулӗ; Эпӗ каймасан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ; кайсассӑн — Эпӗ Ӑна сирӗн патӑра ярӑп. 8Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ: 9ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ; 10тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук; 11сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ. 12Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук; 13Ҫавӑ, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, килсессӗн, сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ: Вӑл Хӑй тӗлӗшшӗн каламӗ, мӗн илтнине калӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтерӗ сире. 14Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, ҫапла Мана мухтава кӑларӗ; 15Аттемӗн мӗн пурри пурте Манӑн; ҫавӑнпа Эпӗ: Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, терӗм. 16Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр: Эпӗ Аттем патне каятӑп, тенӗ. 17Ҫавӑн чухне Унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тесе, мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл пире? тата: «Эпӗ Аттем патне каятӑп» тет, ку мӗне пӗлтерет-ши? тенӗ. 18Вӗсем тата каланӑ: «кӑштахран» тесе мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл? темӗн калать — эпир ӑнланмастпӑр, тенӗ. 19Вӗсем Хӑйӗнчен мӗн ыйтассине пӗлсе, Иисус каланӑ вӗсене: эсир пӗр-пӗринпе Эпӗ сире «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тени ҫинчен калаҫатӑр-и? 20Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн ӗсӗклесе йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ; эсир хуйха ӳкӗр, анчах сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫа тухӗ; 21ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсен хӗрарӑм тертленет; ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнса, хӑй тертленнине астумасть те. 22Ҫавӑн пек эсир те халӗ хуйхӑллӑ; анчах Эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнса кайӗҫ, сирӗн савӑнӑҫӑра сирӗнтен никам та туртса илеймӗ. 23Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр; || чӑн-чӑнах калатӑп сире: Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ; 24халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ; ыйтӑр — вара илетӗр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пулӗ. 25Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм; ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: ун чухне сире ытарлӑн каламӑп, Аттем ҫинчен сире уҫҫӑн пӗлтерӗп. 26Ҫав кун эсир Ман ятӑмпа ыйтӑр, сирӗншӗн Аттеме Хам тархаслӑп тесе каламастӑп: 27эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать. 28Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм; халӗ, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп, тенӗ. 29Вӗренекенӗсем каланӑ Ӑна: акӑ Эсӗ халӗ уҫҫӑн калатӑн, пӗрре те ытарлӑн каламастӑн. 30Эпир халӗ куратпӑр ӗнтӗ: Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑратӑн, Сана Хӑвӑнтан ыйтни те кирлӗ мар; ҫавӑнпа ӗнтӗ Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр, тенӗ. 31Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: халӗ ӗненетӗр-и? 32Акӑ ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурсӑр та кашнийӗ хӑй енне сапаланатӑр, Мана пӗчченех хӑваратӑр; анчах Эпӗ пӗччен мар, Манпа пӗрле Аттем. 33Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑр валли канӑҫлӑх Манра тупчӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in