YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 15

15
1Эпӗ — чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара — иҫӗм пахчийӗн хуҫи. 2Ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать; ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать. 3Эсир ӗнтӗ Эпӗ хӑвӑра вӗрентсе каланӑ сӑмахпа тасалтӑр. 4Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Турат хӑй авӑрӗ ҫинче пулмасан, хӑй тӗллӗн ҫырла ӳстереймест; Ман ӑшӑмра пулмасан, эсир те ҫавӑн пекех пулатӑр. 5Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр; 6Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ; 7эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире. 8Нумай ҫимӗҫ кӳнипе, Манӑн вӗренекенӗмсем пулнипе эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр. 9Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм; эсир вара Эпӗ юратнӑ пек юратӑр. 10Эпӗ Аттем хушнине туса тӑтӑм, ҫавӑнпа Аттем юратса тӑрать Мана; эсир Эпӗ хушнине туса тӑрсан, Эпӗ те юратса тӑрӑп сире. 11Эпӗ ҫакна Хамӑн савӑнӑҫӑм сире те пултӑр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе каларӑм. 12Акӑ Манӑн ӳкӗтӗм: эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; 13хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук. 14Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр. 15Эпӗ сире чура теместӗп ӗнтӗ: чура вӑл хуҫи мӗн тунине пӗлмест; Эпӗ сире Хам Аттемрен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп. 16Мана эсир суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм: сире тӗнчене яма, ҫимӗҫ, ӗмӗрлӗх ҫимӗҫ, кӳччӗр тесе тата эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире ҫавна патӑрччӗ тесе суйласа илтӗм. 17Эпӗ сире ҫакна тума хушатӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. 18Пӗлсе тӑрӑр: тӗнче сире кураймасть пулсан, Мана вӑл сире курайми пуличченех курайми пулчӗ. 19Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар, сире Эпӗ тӗнчерен суйласа илтӗм, тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть. 20Эпӗ сире «чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар» тесе каланӑ сӑмаха астуса тӑрӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ; Манӑн сӑмахӑма итлерӗҫ пулсан, сирӗнне те итлӗҫ. 21Сире ҫапла Ман ятӑм пирки хӗсӗрлӗҫ: вӗсем Мана Яракана пӗлмеҫҫӗ. 22Эпӗ килмен пулсан, вӗсене каламан пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ; халӗ ӗнтӗ вӗсенӗн, ҫылӑхлӑскерсенӗн, хӑйсене тӳрре кӑларма май ҫук. 23Мана курайман ҫын Манӑн Аттеме те кураймасть. 24Эпӗ вӗсем хушшинче урӑх никам та туман ӗҫсем туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхлӑ пулмӗччӗҫ; халӗ вӗсем ҫав ӗҫсене курчӗҫ, ҫапах Мана та, Манӑн Аттеме те кураймаҫҫӗ. 25Ӗнтӗ вӗсен саккунӗнче: «Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ» тесе ҫырни ҫитрӗ. 26Эпӗ сирӗн патӑра Аттем патӗнчен ярас Лӑплантаракан — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, Атте патӗнчен тухаканскер — килсессӗн, Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ. 27Эсир те пӗлтерсе тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in