Иоанн ҫырнӑ Евангели 11
11
1Марийӑпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑннӑ Вифани ялӗнче Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлӗ выртнӑ. 2Ҫав Мария ӗнтӗ Иисуса мирӑ сӗрсе Унӑн урине хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ; чирлӗ Лазарь унӑн пиччӗшӗ пулнӑ. 3Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Ҫӳлхуҫамӑр, акӑ Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ выртать» тесе калама ҫын янӑ. 4Ҫакна илтсен, Иисус каланӑ: ку чир вилӗм чирӗ мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ун урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ, тенӗ. 5Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ. 6Лазарь чирлӗ тенине илтсен, Иисус ҫав вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ. 7Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: атьӑр каллех Иудейӑна каяр, тенӗ. 8Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! иудейсем Сана халӗ ҫеҫ чулпа персе вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каятӑн-и? тенӗ. 9Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: кунра вуникӗ сехет мар-и? кӑнтӑрла ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫак тӗнче ҫутине курать; 10ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесессӗн унра ҫутӑ ҫук, тенӗ. 11Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп, тенӗ. 12Вӗренекенӗсем Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫывӑрать пулсассӑн сывалӗ-ха, тенӗ. 13Иисус ӗнтӗ Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ, вӗсем вара Вӑл ахаль ыйхӑ ҫинчен калать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 14Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ; 15Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ. 16Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: эпир те каяр та Унпа пӗрле вилер, тенӗ. 17Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ. 18Вифани ялӗ Иерусалим ҫывӑхӗнчех, пӗр вунпилӗк стадире пулнӑ, 19пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марийӑна лӑплантарма иудейсем нумаййӑн пухӑннӑ. 20Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ; Мария килӗнчех юлнӑ. 21Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ. 22Ҫапах та Эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтнине те Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп, тенӗ. 23Иисус ӑна: пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ, тет. 24Марфа калать Ӑна: эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл, тет. 25Иисус каланӑ ӑна: чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ, 26Мана ӗненсе пурӑнакан ӗмӗрне те вилмӗ. Ҫакна ӗненетӗн-и? тенӗ. 27Марфа калать Ӑна: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! ӗненетӗп: Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос, тет. 28Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн Мария йӑмӑкне вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: Вӗрентекен кунта, сана чӗнет, тенӗ. 29Мария ҫакна илтсенех васкасах тӑрса Ун патне кайнӑ. 30Иисус ун чухне яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ. 31Мария васкасах тӑрса тухса кайнине курсан, пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем вӑл пиччӗшне пытарнӑ ҫӗре йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ. 32Мария ӗнтӗ Иисус тӑракан ҫӗре пынӑ та, Ӑна курсассӑн Ун ури умне ӳксе пуҫҫапса, Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ, тенӗ. 33Мария йӗнине тата унпа пӗрле пынӑ иудейсем те йӗнине курсан, Иисус Хӑй те питех те хурланса пӑлханса кайнӑ, 34вара: ӑҫта пытартӑр эсир ӑна? тенӗ. Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! пырса пӑхсамччӗ, теҫҫӗ. 35Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ. 36Ҫавӑн чухне иудейсем каланӑ: пӑхӑр-ха, Вӑл ӑна епле юратнӑ! тенӗ. 37Вӗсенчен хӑшӗсем тата ҫапла каланӑ: суккӑр ҫыннӑн куҫне уҫнӑскер, Вӑл ҫакна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха? тенӗ. 38Иисус вара Хӑй ӑшӗнче ҫавах питех те хуйхӑрса тупӑклӑх патне пынӑ. Тупӑклӑхӗ ту хӑвӑлӗнче пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ. 39Иисус: чулне илӗр, тет. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗнтӗ виле шӑрши ҫапать; вӑл вилни тӑватӑ кун, тет. 40Иисус ӑна ҫапла калать: ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана? тет. 41Вара тупӑклӑх умӗнчи чула илнӗ. Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана; 42Эсӗ Мана кирек хӑҫан та илтессе Эпӗ пӗлетӗп; ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм: вӗсем Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм, тенӗ. 43Ҫакна каласан Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: Лазарь, тух! тенӗ. 44Вара вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. Иисус вӗсене: салтса ярӑр ӑна, утса пытӑр, тет. 45Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ; 46хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.
47Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем канаш пухнӑ: мӗн тӑвар-ши? Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать. 48Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненӗҫ, вара Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн ҫӗре те, халӑха та хӑйсен аллине илӗҫ, тенӗ. 49Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: эсир нимӗн те пӗлместӗр, 50ӑнланмастӑр ҫакна: пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын вилни пирӗншӗн пуриншӗн те аванрах, тенӗ. 51-52Ҫакна вӑл хӑй ӑсӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе, халӑхшӑн ҫеҫ мар, тата сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ. 53Ҫав кун ӗнтӗ Иисуса вӗлерме сӑмах пӗтернӗ. 54Ҫавӑнпа Иисус иудейсем хушшинче курӑнсах ҫӳремен; Вӑл унтан пушхир ҫывӑхӗнчи ҫӗре, Ефраим ятлӑ хулана, кайса Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫавӑнта пурӑннӑ.
55Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, пур тавраран та нумайӑшӗ Пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ. 56Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса шыранӑ, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗрне каланӑ: мӗнле шухӑшлатӑр эсир? уява килет-ши Вӑл? тенӗ. 57Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытасшӑн ҫапла тума хушнӑ: кам та кам Вӑл ӑҫтине пӗлет, унӑн ҫакӑн ҫинчен систерес пулать.
Currently Selected:
Иоанн ҫырнӑ Евангели 11: CHB
Highlight
Share
Compare
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.