YouVersion Logo
Search Icon

Иаков ҫырӑвӗ 5

5
1Эй пуянсем, ӗнтӗ эсир итлӗр! хӑвӑр ҫийӗре килес йывӑр асапсем пирки куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр. 2Сирӗн пурлӑхӑр ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумӑра кӗве ҫисе янӑ; 3сирӗн ылтӑнӑр, кӗмӗлӗр тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх сире тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ, сирӗн ӳтӗре вут пек ҫисе ярӗ — эсир хӑвӑршӑн юлашки кунсем валли мул пухрӑр. 4Акӑ сирӗн анӑрсене вырса панӑ ӗҫлевҫӗсенчен тытса юлнӑ укҫа кӑшкӑрса тӑрать, выракансем йынӑшни Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑлхине кӗрет. 5Эсир ҫӗр ҫинче ытла та сарӑлса, киленсе пурӑнтӑр; пусма хатӗрленӗ пек, чӗрӗре самӑрлатса ятӑр. 6Эсир тӳрӗ ҫынна, хӑвӑра хирӗҫ пыманскерех, айӑпласа вӗлертӗр.
7Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа киличчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулса пурӑнӑр. Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать. 8Эсир те вӑрахчен тӳсӗр, чӗрӗре тӗреклӗлентерӗр: Ҫӳлхуҫа килесси ҫывӑхарса килет. 9Эй тӑвансем, айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелӗр: акӑ Тӳре алӑк умӗнчех тӑрать. 10Эй тӑванӑмсем, йывӑр асапа чӑтмашкӑн, вӑрах тӳсӗмлӗ пулмашкӑн Ҫӳлхуҫа ятӗнчен калаҫнӑ пророксенчен курса вӗренӗр. 11Акӑ эпир тӳссе пурӑннӑ ҫынсене мухтатпӑр. Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.
12Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.
13Сирӗнтен кам та пулин йывӑр асап курать пулсан, кӗлтутӑр; кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псалом юрлатӑр. 14Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр. 15Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.
16Сывалас тесессӗн ҫылӑхӑрсене пӗрне-пӗри каласа парӑр, пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр: тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать. 17Илия пирӗн пек ҫынах пулнӑ; вӑл ҫумӑр ан ҫутӑр тесе тархасласа кӗлтунӑ та — ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫумӑр пулман. 18Унтан татах кӗлтунӑ та — тӳпе ҫумӑр панӑ, ҫӗр те ҫимӗҫне ӳстернӗ.
19Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан, 20ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in