Иаков ҫырӑвӗ 4
4
1Тӑшманлӑ тӑрасси, харкашса пурӑнасси ӑҫтан тухать сирӗн? ӳтӗр, кӑмӑлӑр алхаснипе мар-и ҫакӑ? 2Ӗмӗтленетӗр — илейместӗр; вӗлеретӗр, ӑмсанатӑр — пӗрех илейместӗр; тавлашатӑр, тӑшманлӑ тӑратӑр — илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир ыйтмастӑр. 3Ыйтсассӑн та илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн ырӑ тума ыйтмастӑр, киленсе пурӑнасшӑн ыйтатӑр. 4Эй аскӑн арҫынсем, аскӑн хӗрарӑмсем! тӗнчепе туслашни Турра хирӗҫ пыни пулнине пӗлместӗр-им? Ҫавӑнпа кам тӗнче тусӗ пулас тет, вӑл Турӑ тӑшманӗ пулса тӑрать. 5Е эсир Ҫырура: «пирӗн ӑша вырӑнаҫнӑ Сывлӑш пире Турра юраттарасшӑн» тесе каланине пушӑ сӑмах тетӗр-им? 6Ҫавна кура Турӑ пысӑк тивлет парать; ҫавӑнпа каланӑ та: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑвашшисене тивлет парать» тенӗ.
7Эппин, Турра пӑхӑнӑр, шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ. 8Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ; эй ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑра ҫӑвӑр, эй икӗ питлисем, чӗрӗре тасатӑр! 9Татӑлса хуйхӑрӑр, куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр; кулас вырӑнне макӑрӑр, савӑнас вырӑнне кулянӑр. 10Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланӑр, вара сире асла кӑларӗ.
11Эй тӑвансем, пӗр-пӗрне усал сӑмах ан калӑр: кам хӑй тӑванне усал сӑмахпа хӑртать е хӑй тӑванӗ ҫинчен ҫисе калаҫать, вӑл саккуна хурлать, саккуна айӑпласа калаҫать; эсӗ саккуна айӑплатӑн пулсан, саккуна пурӑнӑҫласа тӑраканӗ мар, саккуна тиркекенӗ пулатӑн. 12Саккун Параканӗ те, Тӳре те — пӗрре анчах, Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать; эсӗ, ыттисене айӑплаканӗ, кам вара?
13«Паян е ыран ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та унта пӗр ҫулталӑк пурӑнӑпӑр, суту-илӳ тӑвӑпӑр, услам илсе тӑрӑпӑр» теекенсем, халӗ ӗнтӗ эсир итлӗр! 14Эсир ыран мӗн пуласса та пӗлместӗр; сирӗн пурӑнӑҫӑр мӗн вӑл? пӗр самант курӑнакан, унтан куҫран ҫухалакан пӑс вӑл. 15«Ҫӳлхуҫа пӳрсен, сывӑ пулсан ҫавна тӑвӑпӑр е кӑна тӑвӑпӑр» теес вырӑнне 16хӑвӑр мӑнкӑмӑллӑ пирки эсир мухтанатӑр: кирек мӗнле мухтанни те — усал ӗҫ. 17Ҫавӑнпа ӗнтӗ, мӗнле ырӑ тумаллине пӗлсех ӑна тумасӑр хӑваракана ҫылӑх пулӗ.
Currently Selected:
Иаков ҫырӑвӗ 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.