Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 1
1
1-2Иисус Христос апостолӗ Петр — ют ҫӗре килсе Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансене, малтанах пӗлсе тӑракан Атте Турӑ, вӗсем Сывлӑш урлӑ Иисус Христоса пӑхӑнакан пулччӑр, Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе суйласа илнисене: сирӗн тивлетпе канӑҫлӑх ӳссех пытӑр!
3-4Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ! Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ. 5Хӑвӑр ӗненнине кура сире — ӗнтӗ юлашки вӑхӑтра килме хатӗр тӑракан ҫӑлӑнӑҫа илмешкӗн — Турӑ вӑйӗ сыхласа усрать. 6Ҫавӑншӑн савӑнӑр, кирлӗ пулсан, халӗ пӗр вӑхӑт кӑштах асап тӳсмелле пулсассӑн — тӳсӗр. 7Ылтӑна вут-ҫулӑмпа тӗрӗсленӗ евӗр, эсир чӑн-чӑн ӗненни, — ку ӗнтӗ тем тӗрлӗ паха та, анчах пӗтес ылтӑнран хаклӑрах, — йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсен курӑнать, Иисус Христос килес кун ҫакӑ вара мухтава, чыса, хисепе тивӗҫлӗ пултӑрччӗ. 8Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр, мухтавлӑ та калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатӑр; 9ҫапла ӗненсе юлашкинчен чунӑршӑн ҫӑлӑнӑҫ тупатӑр. 10Сирӗн валли хатӗрленӗ тивлет ҫинчен малтанах каласа тӑнӑ пророксем ҫав ҫӑлӑнӑҫа шыранӑ, ҫавна пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ; 11хӑйсенӗн ӑшӗнчи Христос Сывлӑшӗ вӗсене Христос асапланасси ҫинчен, асапланнӑ хыҫҫӑн мухтава тухасси ҫинчен каласа тӑнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫав Сывлӑш хӑш вӑхӑт ҫинчен, мӗнле вӑхӑт ҫинчен пӗлтернине чухласа илесшӗн пулнӑ; 12вӗсемшӗн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн ӗҫленӗ, вӗсенӗн сӑмахӗсем те — ҫӳлтен янӑ Таса Сывлӑш халӗ сире Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем урлӑ каланӑ сӑмахсем — сирӗн валли пулнӑ; ҫав пӗлми ӗҫе ангелсем те пӗлесшӗн тӗмсӗлеҫҫӗ.
13Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр. 14Кӳнтем ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр; 15хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура пур ӗҫре те таса пулӑр. 16Ҫырура: «Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр» тенӗ. 17Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр; 18хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман, 19пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ. 20-21Ӑна ҫакӑн валли тӗнчене пултаричченех палӑртса хунӑ, килессе Вӑл юлашки вӑхӑтра тин сирӗншӗн, Хӑй урлӑ Турра — Хӑйне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Хӑйне мухтава кӑларнӑ Турра — ӗненекенсемшӗн килнӗ, Турра ӗненччӗр, Ӑна шанса тӑччӑр тенӗ.
22Тӑвана чунтан юратса тӑмашкӑн чунӑра Сывлӑш урлӑ чӑнлӑха пӑхӑнса тасатӑр, пӗр-пӗрне яланах таса кӑмӑлпа юратса пурӑнӑр. 23Ҫӗнӗрен сире ҫӗрекен вӑрлӑхран ҫуратман, ҫӗрми вӑрлӑхпа — ӗмӗр тӑракан чӗрӗ Турӑ сӑмахӗпе — ҫӗнетсе ҫуратнӑ. 24Чӑнах та: кирек хӑш этем те — курӑк пек, унӑн кирек епле чапӗ те — курӑк чечекӗ пек: курӑкӗ шанать те — тӑкӑнать чечекӗ. 25Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать. Ҫав сӑмах — сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар ӗнтӗ.
Currently Selected:
Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.