YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 6

6
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахар мар, тӗплӗ пӗлсе ҫитме васкар; каллех никӗс хывар мар — вилӗм патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен хӑтӑласси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, 2шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх сут ҫинчен ҫӗнӗрен пуҫласа калаҫар мар. 3Турӑ ирӗк парсан эпир малалла кайӑпӑр. 4Пӗрре тасалсан, ҫӳлти ырӑлӑхпа Таса Сывлӑш тивлетне илсен, 5-6Туррӑн ырӑ сӑмахне тата пулас ӗмӗрӗн вӑйӗсене астивсен уйӑрӑлса кайнисене тепӗр хут ӳкӗнтерсе ҫӗнетме ҫук: вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑшӗнче Турӑ Ывӑлне ҫӗнӗрен пӑталаҫҫӗ, Ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл тӑваҫҫӗ. 7Хӑй ҫине тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленекен ҫӗр, хӑйне сухалакансем валли усӑллӑ тырӑ-пулӑ ӳстерекен ҫӗр, Турӑран пиллӗх илсе тӑрать; 8йӗплӗ курӑкпа хытхура ӳстерекен ҫӗр вара юрӑхсӑр — ӑна ылхан кӗтет, юлашкинчен ӑна ҫунтарсах ярӗҫ.
9Эй юратнӑ тӑвансем, ҫапла калатпӑр пулин те, эпир ӗнтӗ эсир аванах тытӑнса тӑратӑр пулӗ, ҫӑлӑнас шухӑша тытса пурӑнатӑр пулӗ тесе шанса тӑратпӑр. 10Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр, халӗ те пулӑшатӑр. 11Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр; 12ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр. 13Турӑ Авраама сӑмах панӑ чухне, Хӑйӗнчен аслине асӑнса тупа тумашкӑн никам та ҫуккине кура, Хӑйне Хӑй асӑнса тупа туса каланӑ: 14«Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп» тенӗ. 15Ҫапла Авраам вӑрах тӳссе тӑрса пама пулнине илнӗ. 16Этемсем хӑйсенчен аслине асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, ӗнентерсе тупа туни вӗсенӗн пур тӗрлӗ тавне те татса парать. 17Ҫавӑнпа Турӑ та пама пулнине илес ҫынсене, Хӑйӗн ирӗкӗ улшӑнас ҫуккине ҫирӗпрех ӗнентерес тесе, тупа тунӑ. 18Турӑ улталаса калас ҫук, апла пире пама пулни те, тупа туни те — иккӗшӗ те — улшӑнма пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа Вӑл пирӗн хӳтлӗх пулчӗ, эпир вара, питех те хавхаланса, хамӑр умӑрти ӗмӗте ҫирӗп ярса тытрӑмӑр. 19Ӗмӗт вӑл чуншӑн — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек; вӑл шала чаршав хыҫнех ҫитет, 20унта ӗнтӗ пирӗншӗн Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗхе Аслӑ Священник пулса пирӗн умран Иисус кӗнӗ.

Currently Selected:

Еврейсене 6: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in