YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 7

7
1Мелхиседек вӑл Салим патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Авраам патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне ӑна хирӗҫ тухса пиллекенӗ шӑпах Мелхиседек пулнӑ; 2Авраам вара вӑрҫӑра тупнӑ тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне Мелхиседеке уйӑрса панӑ. «Мелхиседек» тени чи малтан «тӳрӗлӗх патши» тенине пӗлтерет, вӑл тата — Салим патши те, ку вара «канӑҫлӑх патши» тени пулать. 3Унӑн ашшӗ-амӑшӗ те, йӑхӗ-кӑкӗ те паллӑ мар, кунӗ-ҫулӗ хӑҫан пуҫланнине те, хӑҫан вӗҫленнине те пӗлместпӗр. Турӑ Ывӑлӗ евӗрлӗ пулса, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗре священник пулса юлать.
4Куратӑр ӗнтӗ, вӑл мӗн тӗрлӗ аслӑ пулнӑ — ӑна Авраам аттемӗр те хӑйӗн чи паха тупӑшӗн вуннӑмӗш пайне панӑ. 5Левий тӑхӑмӗсем, священник ӗҫне туса тӑракансем, халӑхран — хӑйсен тӑванӗсенчен, лешӗсем Авраам йӑхӗнчи ҫынсем пулсан та — саккун тӑрӑх вуннӑмӗш пай илсе тӑнӑ. 6Мелхиседек вара вӗсен йӑхӗнчен тухнӑ ҫын пулмасан та, Авраамран вуннӑмӗш пай илнӗ, ӑна, Турӑ пама пулнине илесскере, пилленӗ. 7Кӗҫӗнни аслинчен пиллӗх илет — кун пирки никам та тавлашас ҫук. 8Кунта вуннӑмӗш пая вилӗмлӗ ҫынсем илеҫҫӗ; лере вара ӑна хӑй ҫинчен «вӑл пурӑнать» текенскерӗ илнӗ. 9Апла вуннӑмӗш пай илсе тӑракан Левий Авраам урлӑ Мелхиседеке хӑй вуннӑмӗш пай панӑ теме пулать: 10Авраам йӑхӗнчен ҫураласскер, мӑн ашшӗ Мелхиседекпе тӗл пулнӑ чухне вӑл та ҫавӑнта пулнӑ пек пулса тухать.
11Левий ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксем халӑха пур тӗлӗшпе те ырра кӑларма пултарайнӑ пулсан (саккунне те халӑха ҫакна шута илсе панӑ), мӗншӗн тата Аарон пек священник мар, Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник кирлӗ пулнӑ? 12Священниксен йӗрки улшӑнсан, саккуна та улӑштармалла пулса тухать. 13Мелхиседек евӗрлӗ священник вара урӑх йӑхран тухнӑ; ҫав йӑх ҫыннисем пӗри те парне вырӑнӗ патне пыман. 14Пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Иуда йӑхӗнчен ҫуралса тухнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, священник пулас тӗлӗшпе ҫав йӑх ҫинчен Моисей нимӗн те каламан. 15Халӗ ӗнтӗ ку уҫҫӑнах курӑнать: Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник килнӗ. 16Вӑл ӳтлӗ этемсен йӗркипе мар, ӗмӗрхи пурӑнӑҫ хӑвачӗпе священник пулса тӑнӑ. 17Ун ҫинчен Ҫырура каланӑ: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тенӗ. 18Унччен кӑларнӑ йӗркене халсӑр пулнипе, усӑсӑр пулнипе пӑрахӑҫлаҫҫӗ: 19апла саккун пӗр ҫынна та ырра кӑларса ҫитереймен, вара ҫӗнӗ шанчӑк панӑ, ӑна пула эпир чӑнахах та Турӑ патне ҫывӑхарма пултаратпӑр. 20Ҫакӑ тупа тунисӗр пулман (унчченхисем тупасӑрах священник пулнӑ, 21Куншӑн вара тупа тунӑ, Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ, Вӑл ӑна улӑштармӗ: Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тенӗ). 22Ҫапла ӗнтӗ Иисус унчченхинчен лайӑхрах халала вырӑна кӳме пулнӑ. 23Унтан тата леш священниксем нумаййӑн пулнӑ, пӗччен ҫеҫ священник пулса тӑма вилӗм чарнӑ; 24Ку ӗмӗрех пурӑнать, ҫавӑнпа Унӑн священникра тӑрасси те пӗтмест. 25Ҫавӑнпа Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать.
26Пирӗн Аслӑ Священник ҫавӑн пек пулмалла та: сӑваплӑскер, усал ӗҫ туманскер, айӑпа кӗменскер, ҫылӑхлисенчен уйрӑм тӑраканскер, тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗскер пулмалла. 27Леш аслӑ священниксем кулленех малтан хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн, кайран халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳрсе тӑнӑ пулсассӑн, Унӑн ун пек тума кирлӗ мар — Вӑл ҫав ӗҫе Хӑйне Хӑй пӗрре парнене кӳрсех туса ҫитернӗ. 28Саккун халсӑр этемех аслӑ священника лартать; тупа туса каланӑ сӑмах вара, саккун хыҫҫӑн пулнӑскер, ӗмӗрех хӑватлӑ тӑракан Ывӑла Аслӑ Священник тунӑ.

Currently Selected:

Еврейсене 7: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in