YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 5

5
1Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма, уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ; 2вӑл ӗнтӗ пӗлмен ҫынсене, аташса пурӑнакансене хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн те халсӑрлӑх пур; 3ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗшӗн те, хӑй ҫылӑхӗшӗн те парне кӳрсе тӑмалла. 4Никам та хӑй ирӗкӗпе ҫак чыслӑ ята илме пултараймасть, Аарона суйланӑ пек, Турӑ суйласа илнӗскерӗ ҫеҫ аслӑ священник пулма пултарать. 5Христос та Аслӑ Священник чапне Хӑй тӗллӗн илмен. Ӑна: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тесе Калаканӗ Аслӑ Священник тунӑ. 6Вӑлах тепӗр тӗлте ҫапла калать: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тет. 7Хӑй ӳтлӗ пулса пурӑннӑ вӑхӑтра Христос Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ; Турра хисепленӗшӗн Унӑн кӗлли ҫитнӗ. 8Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулсассӑн та, пӑхӑнса тӑма асап курса вӗреннӗ, 9ҫапла Хӑйӗн тӗллевне пӗтӗмпе туса ҫитерсессӗн, Вӑл Хӑйне пӑхӑнакансене пурне те ӗмӗрлӗхе ҫӑлӑнмалла тӑвакан пулнӑ. 10Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлӗ Аслӑ Священник тунӑ.
11Ҫакӑн ҫинчен пирӗн нумай калаҫмаллаччӗ, анчах каласа ӑнлантарма хӗн, мӗншӗн тесессӗн эсир итлейми пултӑр. 12Вӑхӑт шайӗпе шутласассӑн, эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ ӗнтӗ, сире вара каллех Турӑ Сӑмахне чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗрентмелле — сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ. 13Сӗтпе тӑранса пурӑнакан нихӑшӗ те мӗн тӗрӗссине, мӗн тӗрӗс маррине ӑнланаймасть: вӑл ача-ха. 14Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ: вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ.

Currently Selected:

Еврейсене 5: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in