YouVersion Logo
Search Icon

Галати ҫыннисене 1

1
1Хӑйне апостол пулма этемсем те мар, этем те мар, Иисус Христос тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ Павел 2тата хампа пӗрлехи пур тӑванӑм та — Галатири ӗненекенсенӗн ушкӑнӗсене: 3-4сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан — Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе пире ҫак ултавлӑ тӗнчерен ҫӑласшӑн Хӑйне Хӑй пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилӗме панӑ Иисус Христосран — тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; 5Атте Туррӑмӑр ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр. Аминь.
6Эсир хӑвӑра Хӑйӗн тивлечӗпе Чӗнсе Илекене пӑрахса Ырӑ Хыпара урӑхла вӗрентни хыҫҫӑн ҫапла хӑвӑрт кайнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ; 7урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук, сире пӑлхатакан, Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑсасшӑн тӑрӑшакан ҫынсем ҫеҫ пур. 8Сире эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар ҫинчен урӑхла вӗрентсессӗн — эпир хамӑрах пулсан та, ҫӳлтен аннӑ ангел пулсан та — ҫавна ылхан пултӑр. 9Эпир унччен мӗн каланӑччӗ, халӗ те каллех ҫапла калатӑп: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара сире урӑхла вӗрентекене ылхан пултӑр. 10Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-и е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн-и? ҫынна юрасшӑн тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ халичченех ҫынна юраса пурӑннӑ пулсассӑн, Христос чури пулман пулӑттӑм.
11Эй тӑванӑмсем, сире пӗлтеретӗп: эпӗ сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар — этемӗн мар: 12эпӗ ӑна этемрен илмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос пӗлтернӗ. 13Эпӗ унччен иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне епле пурӑннине эсир илтнӗ: эпӗ Турра ӗненекенсене хаярла, пӗтересле хӗсӗрленӗ; 14аттемӗрсенчен юлнӑ йӑласемшӗн эпӗ виҫесӗр хытӑ тӑрӑшаттӑм, иудей тӗнне ман чухлӗ пӗлекен, ӑна ман пек ҫирӗп тытса тӑракан хамӑн тантӑш хушшинче сахалччӗ. 15Мана аннем варӗнчех суйласа илсе, Хӑйӗн тивлечӗпе чӗнсе илнӗ Турӑ, 16мана Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерсе, Ун ҫинчен суя тӗнлисене Ырӑ Хыпар калаттармашкӑн кӑмӑл тусассӑн, эпӗ ӳтпе юнран ӑс ыйтмарӑм, 17хамран маларах апостол пулнисем патне те Иерусалима каймарӑм, эпӗ Аравие кайрӑм, унтан каллех Дамаска таврӑнтӑм. 18Кайран, виҫӗ ҫул иртсессӗн, эпӗ Иерусалима Петрпа курӑнӑҫма кайрӑм, ун патӗнче пӗр вунпилӗк кун пурӑнтӑм. 19Ҫӳлхуҫа тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне апостолсенчен урӑх эпӗ нихӑшне те курмарӑм. 20Турӑ умӗнче калатӑп, ҫакна сире суеҫтерсе ҫырмастӑп. 21Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм. 22Христоса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗсем мана курманччӗ-ха, 23ӗлӗк хӑйсене хӗсӗрлекенни халӗ ӗнтӗ унччен хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ тӗн ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳрет тенине ҫеҫ илтнӗ вӗсем — 24вара вӗсем маншӑн Турра мухтанӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in