YouVersion Logo
Search Icon

Галати ҫыннисене 2

2
1Унтан, вунтӑватӑ ҫул иртсессӗн, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм, хамӑрпа пӗрле Тита та илсе кайрӑмӑр. 2Каясса Турӑ пӗлтернипе кайрӑм, унта эпӗ хам суя тӗнлисене вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм; чи хисеплӗ ҫынсене хӑйсене уйрӑм каласа патӑм: эпӗ кӑлӑхах тӑрӑшмастӑп-ши, кӑлӑхах тӑрӑшмарӑм-ши, терӗм. 3Манпа пӗрле пынӑ Тит эллин пулин те, вӗсем ӑна ӳтне кастарма хистемерӗҫ. 4Пире пӑхӑнтарасшӑн эпир Иисус Христос урлӑ илнӗ ирӗкӗмӗрпе мӗн тунине вӑрттӑн пӑхса тӑма пирӗн хушшӑмӑра систермесӗр кӗрсе кайнӑ суя тӑвансемпе — 5Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ сирӗнте тӗрӗс упрантӑр тесе — эпир самантлӑха та килӗшмерӗмӗр, вӗсене парӑнмарӑмӑр. 6Чи сумлисем вара, — вӗсене темӗн тӗрлӗ хисеплесессӗн те, вӗсем кирек кам пулсассӑн та, ҫакӑ маншӑн нимех те мар: Турӑ умӗнче вӑл ниме те пӗлтермест, — эпӗ мӗнле вӗрентни ҫумне нимӗн те хушмарӗҫ. 7Пачах урӑхла: Петра ӳт кастарнисене Ырӑ Хыпар пӗлтерме шаннӑ пек, мана ӳт кастарманнисене Ырӑ Хыпар калама шаннине курсассӑн 8(Петра ӳт кастарнисем патӗнче апостол ӗҫне Тума Пулӑшаканӗ мана та суя тӗнлисене вӗрентме пулӑшрӗ), 9мана панӑ тивлет ҫинчен пӗлсессӗн, тӗн тӗрекӗ шутланакан Иаков, Кифа тата Иоанн пире, Варнавӑпа иксӗмӗре, пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе алӑ пачӗҫ, эпир суя тӗнлисем патне, вӗсем ӳт кастарнисем патне кайма пултӑмӑр; 10тата пире чухӑнсене асра тытса тӑма хушрӗҫ, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама тӑрӑшрӑм.
11Петр Антиохие пырсан, эпӗ ӑна уҫҫӑнах хирӗҫ тӑтӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл айӑпа кӗнӗччӗ: 12Иаков патӗнчен ҫынсем киличчен вӑл суя тӗнлисемпе апат ҫинӗ; лешӗсем килсен вара ӳт кастарнисенчен шикленсе пӑрӑнса ҫӳре пуҫланӑ. 13Унпа пӗрле ытти иудейсем те икӗпитлӗн хӑтланчӗҫ, Варнава та вӗсен икӗпитлӗхне ҫакланчӗ. 14Вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗнчен пӑрӑннине курсассӑн, эпӗ Петра пурин умӗнчех каларӑм: «эсӗ, иудей ҫынни, иудейла пурӑнмасӑр суя тӗнлӗ ҫын пек пурӑнатӑн пулсассӑн, мӗншӗн-ха суя тӗнлисене иудейла пурӑнма хистетӗн?» терӗм. 15Эпир иудейран ҫуралнӑ, суя тӗнлисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар; 16ҫапах та этем саккуна пурӑнаҫласа пынипе мар, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухнине пӗлсессӗн, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр — эпир ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫласа пынипе мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухасшӑн, мӗншӗн тесессӗн саккуна пурӑнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. 17Эхер те эпир Христос урлӑ тӳрре тухма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах ҫылӑхлӑ пулса тӑтӑмӑр пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулать-и? Паллах, апла мар. 18Эпӗ хам аркатнинех ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсассӑн, хама хам айӑплӑ ҫын тӑватӑп. 19Турӑшӑн пурӑнмашкӑн эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ. Эпӗ Христоспа пӗрле пӑталаннӑ, 20ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман ӑшӑмра Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтпе пурӑнатӑп пулсассӑн та, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп. 21Эпӗ Турӑ тивлетне йышӑнмастӑп мар. Саккун урлӑ тӳрре тухмалла пулнӑ пулсан, Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in