YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 29

29
1Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил, 2тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер, 3вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр. 4Ааронпа унӑн ывӑлӗсене вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫуса тасат. 5Вара [сӑваплӑ] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа ҫиелти риза, ефодпа кӑкӑрлӑх тӑхӑнтарт, ефод ҫинчен пиҫиххи ҫыхса яр; 6пуҫне кидар тӑхӑнтарт, кидарӗ ҫине тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка ҫыпӑҫтар; 7унтан сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те унӑн пуҫӗ ҫине юхтар, ӑна ҫу сӗр. 8Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт; 9вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.
10Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр; 11пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус; 12пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк; 13ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; 14пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.
15Пӗр такине ил те, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 16вара такана пус та, унӑн юнне илсе, парне вырӑнне пур енчен те сирпӗтсе тух; 17такана касса пайла, унӑн ӑшчиккине, ури тунине [шывпа] ҫу, вӗсене касса вакланӑ пайӗсем ҫине, унӑн пуҫӗ ҫине хур; 18вара такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса яр. Ку — Ҫӳлхуҫашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ырӑ шӑршӑллӑ парне.
19Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 20вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух; 21парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.
22Така ҫӑвӗпе хӳре чикки ҫӑвне ил, ӑшӗнчи ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне ил [мӗншӗн тесессӗн вӑл — священник тивлетне панӑ чухне кӳрекен така], 23Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӗрнерен пӗр ҫаврака ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ пӗр пашалу тата пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр ил, 24вара пурне те Аарон алли ҫине, унӑн ывӑлӗсен алли ҫине хур, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр; 25ӑна вӗсен алли ҫинчен ил те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе пӗрле ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫа умӗнче пултӑр: ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
26Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
29Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.
31Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер; 32Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр: 33вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала; 34священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.
35Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен пурне те Эпӗ хӑвна хушнӑ пек ту; ҫичӗ кун хушши вӗсен аллине тултар. 36Вӗсене тасатмашкӑн кулленех ҫылӑхшӑн пӑру кӳрсе тӑр, парне вырӑнне тасатмашкӑн ун ҫинче ҫылӑх парни кӳр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна тата ҫу сӗр; 37парне вырӑнне ҫичӗ кун тасат, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ: парне вырӑнне сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ.
38Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн; 39пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр, 40путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил; 41тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр. 42Ҫакӑ — сирӗн сыпӑкран сыпӑка пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли яланхи парне, санпа калаҫмашкӑн Эпӗ сире ҫавӑнта курӑнӑп; 43Израиль ывӑлӗсене ҫавӑнта курӑнӑп, ҫав вырӑн Манӑн мухтавлӑхӑмпа сӑваплӑ пулӗ. 44Пуху чатӑрӗпе парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳрӗп; Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те, священниксем туса, Хамшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн тасалӑх тивлечӗ парӑп; 45Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, 46вара вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑйсенӗн Турри, иккенне, Эпӗ вӗсене Хам вӗсем хушшинче пурӑнассишӗн Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнине пӗлӗҫ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри, тенӗ.

Currently Selected:

Тухни 29: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in