Тухни 25
25
1Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем Мана парне кӳччӗр; тимлӗ пулнипе паракан кирек хӑш ҫынран та Ман валли парне илӗр. 3Эсир вӗсенчен илме тивӗҫлӗ парнесем акӑ ҫаксем: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 4сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм ҫӑм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон, качака [ҫӑмӗ], 5хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 6ҫутаткӑҫ валли — йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫу сӗрмешкӗн тата тӗтӗрмешкӗн — ырӑ шӑршӑлӑх, 7оникс чулӗ, ефодпа#25:7 Ҫиелтен тӑхӑнмалли кӗске тумтир. кӑкӑрлӑх валли — харша лартмалли чулсем. 8Вӗсем Ман валли кӗлӗ ҫурчӗ тӑвӗҫ те, Эпӗ вӗсем хушшинче пулӑп; 9Эпӗ сана кӗлӗ чатӑрӗн ӗлкине те, унти пӗтӗм савӑт ӗлкине те кӑтартрӑм, пурне те Эпӗ кӑтартнӑ пек [тӑвӑр]; ҫавӑн пек тӑвӑр та.
10Ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тӑвӑр: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр; 11ӑна таса ылтӑн сӑр, тулашӗнчен те, шалтан та сӑрса тух; ҫиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 12ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса ту, вӗсене унӑн аялти тӑватӑ кӗтессине ҫирӗплетсе ларт: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне. 13Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑрса ҫавӑр; 14каштисене арчан икӗ айккинчи ункӑсене тӑхӑнтарт, саккун арчине ҫапла каштапа ҫӗклесе ҫӳремелле пултӑр; 15каштисем арча ункисенчех тӑччӑр, вӗсене кӑларса хумалла мар. 16Арчана Эпӗ сана парас чул хӑмасене хур. 17Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 18тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; 19пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; 20херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ. 21Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур; 22Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп.
23Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
31Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; 32унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 33пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; 34ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; 35ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; 36улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла. 37Ун валли ҫичӗ лампада ту, лампадисене ун ҫине ларт, вӗсем унӑн мал енне ҫутатса тӑччӑр; 38ун валли таса ылтӑнран хӗскӗчсем, ӑскӑчсем [ту]; 39ҫутаткӑҫа, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран туччӑр. 40Асту, вӗсене хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту.
Currently Selected:
Тухни 25: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.