Тухни 10
10
1Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кӗр, вӗсем хушшинче Хамӑн ҫак паллӑмсене туса кӑтартас тесе тата 2Эпӗ Египетра мӗн туни ҫинчен, Манӑн унта кӑтартнӑ паллӑмсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлна, ывӑлун ывӑлне каласа кӑтарттӑр тесе, эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлччӗр тесе Эпӗ фараонӑн чӗрине, унӑн чурисен чӗрине хытарса ҫитертӗм, тенӗ.
3Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр; 4эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп; 5вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ, 6санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ. [Моисей] ҫаврӑннӑ та фараон патӗнчен тухса кайнӑ.
7Вара чурисем фараона каланӑ: вӑл пире чылайччен асаплантарӗ-и? яр эсӗ ҫав ҫынсене, вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, кӗлтуччӑр; Египет пӗтсе пынине эсӗ халӗ те курмастӑн-им? тенӗ. 8Моисейпе Аарона каялла фараон патне илсе пынӑ, вара [фараон] вӗсене каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, кӗлтӑвӑр; кам-кам каять-ха? тенӗ. 9Моисей каланӑ: хамӑрӑн пӗчӗк ачамӑрсемпе тата хамӑрӑн ватӑсемпе, хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсемпе тата хамӑрӑн хӗрӗмӗрсемпе кайӑпӑр, тата хамӑр сурӑхсемпе, хамӑр вӑкӑрсемпе кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] уявӗ пирӗн, тенӗ. 10[Фараон] вӗсене каланӑ: ҫапла пултӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе! эпӗ сире яма хатӗр, анчах мӗншӗн ачӑрсемпе каясшӑн? куратӑр-и, эсир усал шухӑш тытнӑ! 11ҫук, арҫынсем анчах кайӑр, кайӑр та Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр ҫавна ыйтрӑр, тенӗ. Вара вӗсене фараон патӗнчен хӑваласа янӑ.
12Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑс, Египет ҫӗрне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑнтӑр та ҫӗр ҫинчи пӗтӗм курӑка [тата йывӑҫ ҫинчи пур ҫимӗҫе], пӑр тивмесӗр юлнине пурне те ҫисе ятӑр, тенӗ. 13Моисей хӑйӗн туйине Египет ҫӗрӗ ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗр ҫине тухӑҫ ҫилӗ янӑ, вӑл ҫав кун кунӗпех тата ҫӗрӗпех вӗрсе тӑнӑ. Ир пулнӑ, тухӑҫ ҫилӗ хӗрлӗ шӑрчӑк илсе килнӗ.
14Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук; 15вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илнӗ, ҫӗрӗ те курӑнми пулнӑ; пӑр тивмесӗр юлнӑ пӗтӗм курӑка, йывӑҫ ҫинчи мӗнпур ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче йывӑҫсем ҫинче те, хир курӑкӗсем ҫинче те пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман. 16Фараон васкавлӑн Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, умӗнче тата сирӗн умӑрта ҫылӑха кӗтӗм; 17манӑн ҫылӑхӑма тепӗр хут каҫарӑр ӗнтӗ, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑр, Вӑл ҫакӑ вилӗме манран сирсе ятӑрччӗ кӑна, тенӗ. 18[Моисей] фараон патӗнчен тухнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ. 19Вара Ҫӳлхуҫа хирӗҫ енчен питӗ вӑйлӑ анӑҫ ҫилӗ кӑларнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑка вӗҫтерсе кайнӑ та ӑна Хӗрлӗ тинӗсе пӑрахнӑ; пӗтӗм Египет ҫӗршывӗнче пӗр хӗрлӗ шӑрчӑк та юлман. 20Анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлатсах пынӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсене кӑларса яман.
21Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс, ӗнтӗ Египет ҫӗрӗнче тӗттӗм пулӗ, сӗм тӗттӗм тӑрӗ, тенӗ. 22Моисей вара аллине тӳпенелле тӑснӑ та, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче виҫӗ кун сӗм тӗттӗм тӑнӑ; 23виҫӗ кун пӗрне-пӗри курман, никам та вырӑнтан хускалман; Израиль ывӑлӗсен вара пурин те хӑйсен килӗнче ҫутӑ пулнӑ. 24Фараон Моисее [тата Аарона] чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кӗлтӑвӑр, кунта вак выльӑхӑрпа шултӑра выльӑхӑр ҫеҫ юлтӑр, ачӑрсем сирӗнпе пӗрлех пыччӑр, тенӗ. 25Анчах Моисей каланӑ: [ҫук,] пирӗн парнесене, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памаллисене те хамӑр алла пар, эпир вӗсене хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӳрӗпӗр; 26пирӗн кӗтӳсем те хамӑрпа пӗрле пыччӑр, пӗр чӗрне те ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳме эпир ҫавсенчен суйласа илӗпӗр; анчах унта ҫитмесӗр Ҫӳлхуҫана [хамӑрӑн Туррӑмӑра] парнелӗх мӗн кӳмеллине эпир пӗлместпӗр, тенӗ. 27Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ фараон чӗрине хаярлатса ҫитернӗ, фараон вӗсене ярасшӑн пулман. 28Фараон Моисее каланӑ: кай ман патӑмран; сыхлан, манӑн куҫӑм умне урӑх ан курӑн; манӑн сӑнӑма курнӑ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ. 29Моисей каланӑ: эсӗ епле каларӑн, ҫапла пулӗ; эпӗ санӑн сӑнна урӑх курмӑп ӗнтӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Тухни 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.