YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 9

9
1Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн, 3акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ; 4Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ. 5Ҫӳлхуҫа вара вӑхӑтне палӑртса хунӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗрте ыран тӑвӗ, тенӗ. 6Ҫӳлхуҫа ҫакна тепӗр кунне тунӑ: Египетӑн пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ вилсе пӗтнӗ; Израиль ывӑлӗсен выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ пӗри те вилмен. 7Фараон пӗлме янӑ, акӑ Израиль [ывӑлӗсен пӗтӗм] выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен пӗри те вилмен. Анчах фараон чӗри хаярланса ҫитнӗ, вӑл халӑха яман.
8Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: кӑмакаран ывӑҫӑр тулли кӗл илӗр, вара ӑна Моисей фараон [тата унӑн чурисен] куҫӗ умӗнче тӳпенелле саптӑр; 9вара пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче тусан ҫӗкленӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫӗ, тенӗ. 10Вӗсем кӑмакаран кӗл ывӑҫласа илнӗ те фараон умне пырса тӑнӑ. Моисей кӗле тӳпенелле сапнӑ та, ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫнӑ. 11Хӑйсене чир ернӗ пирки ӑрӑмҫӑсем Моисее хирӗҫ тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн чирӗ ӑрӑмҫӑсене те, Египетри пур ҫынна та ернӗ. 12Анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлатса ҫитернӗ те, Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.
13Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 14сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп; 15Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм, 16анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм; 17эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, — 18акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха; 19эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ. 20Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ; 21Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ.
22Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс та — пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫине, ҫынсем ҫине, выльӑх-чӗрлӗх ҫине, Египет ҫӗрӗнчи пӗтӗм хир курӑкӗ ҫине пӑр ӳкӗ, тенӗ. 23Моисей хӑйӗн туйине тӳпенелле тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа аслати авӑттарнӑ, пӑр ҫутарнӑ, тата ҫӗр ҫийӗн вут-ҫулӑм сарӑлнӑ; Ҫӳлхуҫа [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗ ҫине пӑр янӑ; 24пӑр ҫунӑ, пӑр варринчен вут-ҫулӑм тапа-тапа тухнӑ, [пӑрӗ] питех те вӑйлӑ пулнӑ, Египет ҫӗрӗнче ҫын пурӑна пуҫланӑранпа та кун пекки пулман. 25Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче хирте мӗн пуррине пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранах — пӑр ҫапса тухнӑ, хирти мӗнпур курӑка та пӑр ҫапнӑ, хирте пур йывӑҫа та [пӑр] хуҫса пӗтернӗ; 26Израиль ывӑлӗсем пурӑнакан Гесем ҫӗрӗнче ҫеҫ пӑр пулман.
27Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ку хутӗнче эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, эпӗ тата манӑн халӑхӑм вара айӑплӑ; 28[маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: Турӑ аслатийӗ, пӑр [тата ҫӗр ҫинчи вут-ҫулӑм] чарӑнтӑр, вара эпӗ сире ярӑп, урӑх чарса тӑмӑп, тенӗ. 29Моисей ӑна каланӑ: хуларан тухсассӑнах сана ҫӗр Ҫӳлхуҫанӑн иккенне пӗлтермешкӗн эпӗ аллӑмсене Ҫӳлхуҫамӑр патнелле [тӳпенелле] тӑсӑп та — аслати чарӑнӗ, пӑр та, [ҫумӑр та] урӑх пулмӗ; 30анчах эсӗ те, санӑн чурусем те халлӗхе Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраманнине эпӗ пӗлетӗп, тенӗ. 31Йӗтӗнпе урпана пӑр пӗтерсех тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн урпа пучаха ларнӑ пулнӑ, йӗтӗн пуҫ кӑларнӑ пулнӑ; 32тулӑпа пӑрие пӗтереймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене каярах акнӑ. 33Моисей фараон патӗнчен хуларан тухнӑ та аллисене Ҫӳлхуҫа енне тӑснӑ, вара аслати те, пӑр та чарӑннӑ, ҫумӑр та ҫӗр ҫине ҫума пӑрахнӑ. 34Фараон ҫумӑр та, пӑрпа аслати те чарӑннине курса каллех ҫылӑха кӗме пуҫланӑ: хӑй те, унӑн чурисем те хӑйсен чӗрине хытарса ҫитернӗ. 35Фараонӑн [тата унӑн чурисен] чӗри хаярлансах ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пекех, вӑл Израиль ывӑлӗсене яман.

Currently Selected:

Тухни 9: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in