Моисей хӑйӗн туйине Египет ҫӗрӗ ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗр ҫине тухӑҫ ҫилӗ янӑ, вӑл ҫав кун кунӗпех тата ҫӗрӗпех вӗрсе тӑнӑ. Ир пулнӑ, тухӑҫ ҫилӗ хӗрлӗ шӑрчӑк илсе килнӗ.
Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук