YouVersion Logo
Search Icon

Эфес ҫыннисене 5

5
1Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; 2пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пулнӑ. 3Аскӑн ӗҫӗн, тӗрлӗ тасамарлӑхӑн, мула хапсӑнассийӗн сирӗн хушшӑрта — сӑваплӑ ҫынсем хушшинче — ячӗ те ан пултӑр. 4Тата сире ирсӗр сӑмах калаҫни те, пушӑ сӑмах калани те, кӑнттамла шӳтлени те килӗшмест, сирӗн хушшӑрта Турра тав туса калаҫни анчах илтӗнтӗр. 5Пӗлсех тӑрӑр: аскӑн ҫыннӑн, ирсӗр ҫыннӑн, мула хапсӑнакан ҫыннӑн, — ку ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех, — Христоспа Турӑ Патшалӑхӗнче пайӗ ҫук. 6Сире никам та пушӑ сӑмахпа илӗртсе ан улталайтӑр: Турра хирӗҫ тӑракансем ҫине Унӑн ҫилли ҫитӗ, 7ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир вӗсемпе ан явӑҫӑр. 8Эсир ӗлӗк сӗмлӗх пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ ҫутӑ пултӑр: эппин, ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр; 9Таса Сывлӑша илнисенӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ ырӑлӑх тӑвасси, тӳрӗлӗхпе пурӑнасси, чӑннине пӗлесси. 10Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр; 11сӗмлӗх ӗҫӗсене, уссӑр ӗҫсене, хутшӑнманнипе кӑна мар-ха, вӗсене питлӗр эсир. 12Вӗсен вӑрттӑн тӑвакан ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс. 13Ҫутӑра пурте уҫҫӑн палӑрать, пурте ҫиеле тухать, палӑраканни пурте курӑнса тӑрать. 14Ҫавӑнпа каланӑ та: «эй ҫывӑракан, вӑран, чӗрӗлсе тӑр вилӗмрен — сана Христос ҫутӑлтарӗ» тенӗ.
15Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: 16вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ. 17Ҫавӑнпа ӗнтӗ шухӑшла пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр. 18Эрехпе ан иртӗхӗр: вӑл астарать; сирӗн ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр; 19пӗр-пӗринпе псаломсен, мухтав юррисен, тӗн юррисен сӑмахӗсемпе калаҫӑр, Ҫӳлхуҫана чунтан-вартан аслӑласа юрлӑр. 20Яланах пуриншӗн те Атте Турра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тав туса тӑрӑр, 21пӗр-пӗрне Турӑран хӑраса итлесе тӑрӑр.
22Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: 23Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ. 24Ӗненекенсем Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пек, арӑмсем те пур тӗлӗшпе те упӑшкине пӑхӑнса тӑччӑр.
25-26Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ, вӗсене шыва кӗртсе, каламалли сӑмаха каласа тасатнипе 27Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ — пӗр вараланчӑксӑр, айӑпсӑр е ҫавӑн евӗрлӗ урӑх кӑлтӑксемсӗр — туса тӑратасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ. 28Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать. 29Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӗвне хӑй кураймасӑр пурӑнмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать. Ҫӳлхуҫа ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать: 30эпир — Унӑн тӑл-пӗвӗн пайӗсем-ҫке; эпир Унӑн ӳтӗнчен, Унӑн шӑмми-шаккинчен пулнӑ. 31Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ. 32Ку — калама ҫук пысӑк вӑрттӑнлӑх; эпӗ ҫакна Христоспа ӗненекенсен ушкӑнӗ (Чиркӳ) ҫинчен каланӑ тесе шутлатӑп. 33Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in