Эрехпе ан иртӗхӗр: вӑл астарать; сирӗн ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр; пӗр-пӗринпе псаломсен, мухтав юррисен, тӗн юррисен сӑмахӗсемпе калаҫӑр, Ҫӳлхуҫана чунтан-вартан аслӑласа юрлӑр. Яланах пуриншӗн те Атте Турра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тав туса тӑрӑр