YouVersion Logo
Search Icon

Эфес ҫыннисене 4

4
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӗрмере ларакан ҫын, сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр: 2-3кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр. 4Пӗр тӑл-пӳ, пӗр Сывлӑш, ҫавӑн пекех сире пӗр шанчӑкпа тӑма чӗнсе илнӗ; 5пӗр Ҫӳлхуҫа, ӗненни те, тӗне кӗни те пӗрех, 6пӗр Турӑ, Вӑл — пуринӗн те Ашшӗ, Вӑл — пуринчен те аслӑ, Хӑйӗн вӑйне пуринӗн урлӑ та кӑтартать, пурсӑмӑр ӑшӗнче те тӑрать. 7Пире пурсӑмӑра та, кашнинех, Христосӑн тулли ырӑлӑхӗнчен хӑйне уйрӑм ырӑлӑх панӑ. 8Ҫавӑнпа Ҫыру ҫапла калать те: «ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсене ырӑлӑх патӑн» тет. 9«Ҫӳле ҫӗклентӗн» тени малтан Вӑл ҫӗр тӗпӗнчи вырӑнсене аннине пӗлтермесен мӗне пӗлтерет тата? 10Аяла аннӑскерӗ Хӑй пур ҫӗрте те, пурин ӑшӗнче те пулмашкӑн тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗ. 11Вӑл хӑшне — апостол, хӑшне — пророк, хӑшне — Ырӑ Хыпар пӗлтерекен, хӑшне — ҫын кӗтӳҫи, хӑшне вӗрентӳҫӗ тунӑ: 12вӗсен сӑваплӑ ҫынсене Христос Тӑл-пӗвӗшӗн — Унӑн Чиркӗвӗшӗн — ӗҫлесе тӑма хатӗрлемелле, 13ҫав ӗҫсене ӗнтӗ эпир пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен, Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑмалла; 14вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр. 15Яланах чӑнлӑха юратса, пур тӗлӗшпе те Христос патне ҫывӑхарма тӑрӑшса ӳссе ҫитӗнӗпӗр. Вӑл — Пуҫлӑх, 16пӗтӗм Тӑл-пӳ Ӑна пӑхӑнса тӑрать, вӑл пӗр-пӗринпе тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ, кашни пайӗ кирлӗ таран пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать, тӗреклӗленет.
17Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр; 18вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ; 19туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ. 20Сире Христос ҫинчен ҫапла вӗрентмен-ҫке, 21эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Унпа пӗрле пулса, Унра чӑнлӑх иккенне пӗлнӗ — 22илӗртекен ӳт хыҫҫӑн кайнӑран пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлакан авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахмаллаччӗ, 23сирӗн чунӑрпа, ӑстӑнӑрпа ҫӗнелмеллеччӗ, 24сирӗн тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмаллаччӗ.
25Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурсӑр та суяна пӑрахса хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр: эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем. 26Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр; 27хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр. 28Вӑрласа пурӑннӑскерӗ малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе асапланакана памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр. 29Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр. 30Туррӑн Таса Сывлӑшне ан хурлантарӑр: Вӑл сире хӑтарас кун валли паллӑ тунӑ. 31Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сирӗнтен аякра тӑтӑр; 32пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in