YouVersion Logo
Search Icon

Эфес ҫыннисене 3

3
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗншӗн, суя тӗнлӗ ҫынсемшӗн, эпӗ, Павел, Иисус Христос ӗҫӗ пирки тӗрмере ларатӑп. 2-3Турӑ мана сирӗншӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн тивлет панине, мана вӑрттӑнлӑхне пӗлтернине илтнӗ эсир. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен сире унчченех кӗскен ҫырса янӑччӗ ӗнтӗ. 4Христосӑн вӑрттӑнлӑхне эпӗ мӗнле ӑнланнине эсир ҫавна вуласа ӑнкарса илме пултаратӑр. 5-6Ҫав вӑрттӑнлӑха — суя тӗнлисем те Ырӑ Хыпар илтсе Христос Иисус урлӑ ырӑлӑха кӗрессине, иудейсемпе пӗр ӳт пулассине, Турӑ пама пулнине илессине — Таса Сывлӑш авалхи этем ывӑлӗсене Христосӑн сӑваплӑ апостолӗсене, пророкӗсене халӗ пӗлтернӗ чухлех пӗлтермен. 7Турӑ мана Хӑйӗн хӑвачӗпе панӑ тивлетпе эпӗ ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑраканӗ пултӑм. 8Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ: 9мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ, 10ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ; 11ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ; 12Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр. 13Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире йӑлӑнатӑп: эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан хуйхӑрӑр, ҫав асапсем сире мухтава кӑлараҫҫӗ.
14Ҫавӑншӑн эпӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса кӗлтӑватӑп: 15тӳпери йышсем те, ҫӗр ҫинчи йышсем те пурте Унран ят илеҫҫӗ. 16Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ, 17ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ, 18-19юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.
20-21Эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен хамӑр ӑшри хӑвачӗпе темӗн чухлӗ ытларах Тума Пултаракана ӗненекен ушкӑн Христос Иисус урлӑ сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре мухтаса тӑтӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Videos for Эфес ҫыннисене 3