Эфес ҫыннисене 2
2
1Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ: 2эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ; 3эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ. 4Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса, 5пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ, 6Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ; 7Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ. 8Хӑвӑр ӗненнипе сире тивлет парса ҫӑлнӑ; ҫӑлӑнасси хӑвӑртан килмен, вӑл — Турӑ панӑ ырӑлӑх: 9эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никам та ан мухтантӑр. 10Пире Турӑ пултарнӑ, пире Христос Иисус урлӑ ырӑ ӗҫсем тума пултарнӑ, Турӑ пире ҫав ӗҫсене пурӑнӑҫлама хушнӑ.
11Ӗнтӗ астуса тӑрӑр: эсир ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсемччӗ, ӳтне кастарнисем, ӳтне алӑпа кастарнисем, сире «ӳт кастарманнисем» теетчӗҫ; 12ҫав вӑхӑтра эсир Христоссӑр пурӑнаттӑрччӗ, Израиль халӑхӗшӗн эсир ютчӗ, халал мӗн пама пулнине пӗлместӗрччӗ, сирӗн шанӑҫӑр ҫукчӗ, тӗнчере эсир Турра ӗненмесӗр пурӑнаттӑрччӗ. 13Халӗ вара эсир, унччен аякра тӑраканскерсем, Христос Иисуспа пӗрлешсе, Унӑн Юнӗ урлӑ ҫывӑх ҫынсем пултӑр. 14Вӑл — пирӗн тӑнӑҫлӑх. Вӑл пире, суя тӗнлисемпе иудейсене, пӗрлештерчӗ, икӗ халӑхран пӗр халӑх турӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатрӗ, 15саккун хушнине Хӑйӗн вилӗмӗпе пӑрахӑҫа кӑларчӗ, Хӑйӗнче иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ ҫын туса, тӑнӑҫлӑх парса, 16тӑшманлӑха хӗрес ҫинче пӗтерсе хӗрес асапӗпе иккӗшне те пӗр Ӳт урлӑ Турӑпа килӗштерчӗ. 17Христос килчӗ те сире — аякрисене те, ҫывӑхрисене те — канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерчӗ. 18Ҫапла вара Христос пулӑшнипе эпир — кусем те, тепӗрисем те — пӗр Сывлӑш хӑвачӗпе Аттемӗр патне пыратпӑр.
19Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар, сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле пурӑнакансем, Турӑ ачисем; 20сире апостолсемпе пророксенӗн никӗсӗ ҫине тӗреклӗ тӑратнӑ, кӗтесри тӗп чулӗ вара — Иисус Христос Хӑй. 21Ун ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать, унӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн ҫыхӑнса Ҫӳлхуҫана халалланӑ таса Чиркӳ пулса ӳссе пыраҫҫӗ, 22ҫавӑн ҫинчех эсир те Сывлӑш пулӑшнипе Турӑ пурӑнмалли ҫурт пулса пыратӑр.
Currently Selected:
Эфес ҫыннисене 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.