Эфес ҫыннисене 1
1
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулнӑ Павел — Эфесри сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ҫирӗп ӗненекенсене: 2хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
3Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ: Вӑл пире Христос урлӑ чуна кирлӗ ҫӳлти пур тӗрлӗ ырӑлӑха та пиллесе панӑ; 4Хӑй умӗнче сӑваплӑ та айӑпсӑр пулччӑр тесе, Вӑл пире Христос урлӑ тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. 5-6Пире юратнипе Хӑйӗн тивлечӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, Вӑл пире Хӑй ирӗкӗпе кӑмӑл туса Иисус Христос урлӑ Хӑй валли ывӑллӑха илмелле туса хунӑ; юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ ҫав тивлетпе пире тивлетлӗ тунӑ; 7Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе Вӑл пире Ывӑлӗ урлӑ Унӑн Юнне тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ; 8Хӑйӗн тивлетне пире ытлӑн-ҫитлӗн парса, пире пур тӗрлӗ ӑслӑлӑха пӗлекен, пурне те ӑнланакан тунӑ. 9-10Турӑ пире Хӑй ирӗкӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса пачӗ: Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тахҫанах Христос урлӑ тума шутласа хунине — палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн Христос мӗн пуррине тӳперине те, ҫӗр ҫинчине те пуҫлӑх пулса пӗрлештермеллине — уҫса пачӗ. 11-12Христос урлӑ эпир те еткерҫӗ пултӑмӑр: пурне те Хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑваканӗ Хӑйӗн мухтавне аслӑлаччӑр тесе пире, Христоса чи малтан шанакансем пулнӑ май, малтанах палӑртса хунӑ. 13Христос урлӑ эсир те чӑн сӑмаха — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпара — илтсе Ӑна ӗнентӗр те ярса пама пулнӑ Таса Сывлӑш хӑватне илтӗр; 14Таса Сывлӑша илни вӑл эпир хамӑра пама пулнине Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарнӑ чухне илессе пӗлтерет, эпир Унӑн мухтавне аслӑлӑпӑр.
15Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ те эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, сӑваплӑ ҫынсене пурне те юратса тӑни ҫинчен илтрӗм те 16хам кӗлтунӑ чухне сире асӑнса ялан сирӗншӗн Турра тав тӑватӑп. 17Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ; 18сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине 19тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп. 20Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Currently Selected:
Эфес ҫыннисене 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.