Колоссӑ ҫыннисене 4
4
1Эй хуҫасем, чурӑрсемшӗн мӗн кирлине, мӗн тивӗҫлине туса тӑрӑр, астӑвӑр: сирӗншӗн те ҫӳлте Турӑ пур.
2Ялан кӗлтӑвӑр, кӗлӗре чухне сыхӑ пулӑр, тав тӑвӑр; 3пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр — Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен ирӗккӗн каласа пӗлтерме патӑрччӗ; ҫав вӑрттӑнлӑх пирки эпӗ тӗрмере ларатӑп та: 4ҫавна манӑн кирлӗ пек уҫҫӑн пӗлтермелле пултӑрччӗ. 5Ӗненменнисемпе хӑвӑра хӑвӑр ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр, вӗсемпе вӑхӑтне пӗлсе калаҫӑр. 6Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр.
7Ман ҫинчен сире пӗтӗмпе хампа пӗрле Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлекен савнӑ Тихик тӑванӑм каласа кӑтартӗ. 8Эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑр мӗнле халпа тӑнине пӗлсе сирӗн чунӑра пусартӑр тесе ятӑм; 9унпа пӗрле хӑвӑр патӑртан килнӗ шанчӑклӑ та савнӑ Онисим тӑванӑмӑра та ятӑм: вӗсем кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен сире пӗтӗмпех каласа кӑтартӗҫ.
10Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр); 11Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ. 12Хӑвӑррисенчен сире Иисус Христос чури Епафрас салам ярать; сирӗн пур ӗҫре те Турра юраса, ҫирӗп ӗненсе тӑмалла пултӑр тесе, вӑл сирӗншӗн ялан кӗлтӑвать. 13Ун ҫинчен сире ҫакна калам: вӑл сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлет. 14Савнӑ Лука эмелҫӗмӗр тата Димас сире салам яраҫҫӗ. 15Лаодикири тӑванӑмӑрсене тата Нимфана, унӑн килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна та салам калӑр.
16Ҫак ҫырӑва хӑвӑр патӑрта вуласа тухсассӑн, ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнра та вуласа паччӑр; Лаодикирен килес ҫырӑва эсир те вуласа тухӑр.
17Архипа калӑр: «асту, эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнӑ ӗҫе туса ҫитер» тейӗр.
18Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асӑрта тытса тӑрӑр. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.
Currently Selected:
Колоссӑ ҫыннисене 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.