Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 1
1
1Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
2-3Сирӗн Атте Туррӑмӑр умӗнче ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра епле ҫирӗп шанса тӑнине яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр. 4Эй тӑванӑмӑрсем, Турӑ сире юратнине, Вӑл сире суйласа илнине эпир пӗлетпӗр, 5мӗншӗн тесессӗн эпир сирӗн патӑрта Ырӑ Хыпар ҫинчен сӑмахпа кӑна мар, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе, чӑнлӑха ҫирӗп ӗненсе вӗрентрӗмӗр — эпир хӑвӑр хушшӑрта сирӗншӗн епле ӗҫленине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. 6Эсир пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫамӑртан тӗслӗх илтӗр: хӑвӑра мӗнле хӗсӗрленине пӑхмасӑр Таса Сывлӑш панӑ Ырӑ Хыпара йышӑнтӑр; 7ҫапла эсир Македонипе Ахаири пур ӗненекеншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр. 8Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗ сирӗн патӑртан Македонипе Ахаине ҫити ҫеҫ сарӑлмарӗ, эсир Турра ӗненни ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ — пирӗн ӗнтӗ нимӗн каламалли те ҫук. 9Эсир пире епле хапӑл тунине, эсир йӗрӗхсене пӑрахса Турӑ енне епле ҫаврӑннине ҫынсем хӑйсемех каласа кӑтартаҫҫӗ, эсир ӗнтӗ чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе пурӑнатӑр, 10ҫӳлтен Унӑн Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире пулас ҫилӗрен хӑтаракан Иисус, килессе кӗтсе тӑратӑр.
Currently Selected:
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.