YouVersion Logo
Search Icon

Колоссӑ ҫыннисене 3

3
1Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑнӑ пулсассӑн ҫӳлтине шырӑр, Христос унта Туррӑн сылтӑм енче ларать. 2Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр: 3эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурӑнӑҫӑр Христоспа пӗрле Турӑра пытарӑнса тӑрать. 4Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр.
5Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех; 6итлемен ҫынсене ҫав ӗҫсемшӗн Турӑ ҫилли ҫитет. 7Вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне эсир те ҫав ӗҫсенех туса тӑнӑ. 8Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр; 9пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, 10ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать. 11Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те.
12Апла эсир — Туррӑн суйласа илнӗ, сӑваплӑ, савнӑ ҫыннисем — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. 13Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр. 14Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ. 15Сирӗн ӑшӑрта Турӑ канӑҫлӑхӗ пултӑр, сире пӗр ӳт пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗннӗ; тав туса пурӑнӑр. 16Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑра тулӑххӑн, пӗтӗм ӑслӑлӑхӗпе вырӑнаҫтӑр; Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр. 17Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр. Ун урлӑ Атте Турра мухтавлӑр.
18Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр. 19Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр. 20Эй ачасем, аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшпе те итлесе пурӑнӑр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ. 21Эй ашшӗсем, ачӑрсемпе хаяр ан пулӑр — вӗсем хуҫӑлсах ан ӳкчӗр. 22Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине пур тӗлӗшпе те пӑхӑнса тӑрӑр; ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Турӑран хӑраса, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑрӑр. 23Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр, 24пӗлсех тӑрӑр: эсир Христос Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑратӑр: Вӑл сире уншӑн ырӑлӑх парӗ. 25Тӗрӗс туманни хӑй тӗрӗс маррине кура илӗ. Турӑ ҫын камне пӑхмасть.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in