Апостолсен ӗҫӗсем 5
5
1Анания ятлӑ пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа пӗрле ҫӗрне сутнӑ та, 2арӑмне пӗлтерсех, укҫин пӗр пайне пытарса хӑварнӑ, юлашкине апостолсен ури умне пырса хунӑ. 3Петр ӑна каланӑ: эй Анания! мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн, ҫӗр укҫин пӗр пайне пытарса хӑвартӑн: эсӗ ӗнтӗ Таса Сывлӑша суйрӑн. 4Сутман чухне ҫӗрӳ хӑвӑнах марччӗ-и? сутса туни те хӑвӑн аллунтах марччӗ-и? Ҫакна хӑвӑн чӗрӳне мӗншӗн кӗртнӗ эсӗ? Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн, тенӗ. 5Ҫав сӑмахсене илтсенех Анания вилсе выртнӑ; ҫакна илтекенсем пурте сехӗрленсех ӳкнӗ. 6Ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма тирпейленӗ, вара илсе тухса пытарнӑ. 7Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр виҫӗ сехетрен унта мӗн пулнине пӗлмесӗрех унӑн арӑмӗ те пырса кӗнӗ. 8Петр унран ыйтнӑ: кала-ха мана, сутнӑ ҫӗршӗн сире ҫавӑн чухлӗ тӳлерӗҫ-и? тенӗ. Лешӗ: ҫапла, ҫавӑн чухлӗ, тенӗ. 9Петр ӑна каланӑ: эсир капла Турӑ Сывлӑшне сӑнама пӗр канашлӑ пултӑр-и? акӑ санӑн упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та йӑтса тухӗҫ, тенӗ. 10Лешӗ вара сасартӑках ун ури умне ӳкнӗ те вилсе выртнӑ. Ҫамрӑксем кӗрсен, вӑл вилсе выртнине курса, ӑна та илсе тухса упӑшки ҫумнех пытарнӑ. 11Ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавна илтекенсем те пурте сехӗрленсех ӳкнӗ.
12Апостолсем халӑх хушшинче темӗн чухлӗ паллӑсемпе хӑватсем тунӑ; пурте пӗрле Соломон пӑлтӑрӗнче пуҫтарӑнсах тӑнӑ. 13Ют ҫынсенчен никам та вӗсемпе хутшӑнма хӑяйман; халӑх вара вӗсене мухтанӑ. 14Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен йышӗ — темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм — ытларах та ытларах хушӑнса пынӑ, 15чирлӗ ҫынсене урама иле-иле тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ, иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин вӗсем ҫине ӳктӗрччӗ тенӗ. 16Ҫавӑн пекех тата таврари хуласенчен те Иерусалима нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем чирлисене, усал ернисене иле-иле пынӑ, ҫавсем пурте сывалнӑ.
17Аслӑ священник тата унпа пӗрле пулнисем, суя тӗнлӗ саддукейсем, ӗнтӗ кӗвӗҫсе ҫитнӗскерсем, 18апостолсене ярса тытнӑ та халӑх тӗрмине хуптарнӑ. 19Анчах та Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкне уҫнӑ та вӗсене илсе тухса каланӑ: 20кайӑр та, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӑрса, чӗрӗлӗх паракан ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех халӑха каласа парӑр, тенӗ. 21Ҫакна илтнӗ хыҫҫӑн вӗсем ирхине Турӑ Ҫуртне кайнӑ та вӗренте пуҫланӑ. Ҫав хушӑра аслӑ священникпа унӑн майлисем синедрион ҫыннисене тата Израиль ывӑлӗсен мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе илнӗ, унтан апостолсене тӗрмерен илсе килме хушнӑ. 22Тӗрмене ҫитнӗ тарҫӑсем унта апостолсене тупайман. Вара каялла таврӑнса каласа панӑ: 23тӗрмене питӗ тӗплӗ питӗрнӗ, хуралҫӑсем те алӑкӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ, эпир ҫакна хамӑр куртӑмӑр, анчах уҫса пӑхсан унта никама та курмарӑмӑр, тенӗ. 24Ҫак сӑмахсене илтсессӗн Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священниксем, ку мӗне пӗлтерет-ши тесе, нимӗн шухӑшлама та аптӑранӑ. 25Ӗнтӗ пӗр ҫын пынӑ та вӗсене: эсир тӗрмене хуптарнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ, тесе каласа панӑ. 26Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ; 27илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 28эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ. 29Петрпа апостолсем вара ҫапла хуравласа каланӑ: этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла. 30Эсир йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн аттемӗрсенӗн Турри чӗртсе тӑратрӗ. 31Израиле ӳкӗнтерсе ҫылӑхӗсене каҫармашкӑн Турӑ Ӑна Хӑйӗн сылтӑм аллипе ҫӗклесе Пуҫлӑх та, Ҫӑлакан та туса хучӗ. 32Ҫавӑн ҫинчен пӗлтерсе тӑракансем — эпир тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнса тӑракансене панӑ Таса Сывлӑш, тенӗ.
33Ҫакна илтнисем талӑрсах кайнӑ та апостолсене вӗлересшӗн пулнӑ. 34Анчах та синедрион йышӗнчи пӗр фарисей — Гамалиил ятлӑскер, саккуна вӗрентекен, пӗтӗм халӑх хисеплесе тӑраканскер — ура ҫине тӑнӑ та апостолсене пӗр вӑхӑта кӑларса яма хушнӑ, 35унтан ыттисене ҫапла каланӑ: Израиль арӗсем! ку ҫынсене мӗн тумалли ҫинчен эсир хӑвӑр тӗллӗн шухӑшласа пӑхӑр-ха. 36Нумай та пулмасть ҫакӑн умӗн Февда килчӗ те хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса ҫӳрерӗ, ун ҫумне пӗр тӑватҫӗр ҫын хутшӑннӑччӗ; ӑна вӗлерчӗҫ те, ӑна итлекенсем пурте саланса пӗтрӗҫ. 37Унтан кайран, халӑха шута илсе ҫырнӑ вӑхӑтра, Галилея ҫынни Иуда ҫитрӗ, чылай ҫынна хӑй енне ҫавӑрчӗ; вӑл та пӗтрӗ, ӑна итлекенсем те пурте саланса кайрӗҫ. 38Халӗ сире ҫавӑнпа калатӑп та: хӑпӑр ҫак ҫынсенчен, ан тивӗр вӗсене; вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсенӗн ҫак ӗҫӗ этемрен пулсассӑн — пӗтӗмпе путланса ларӗ; 39Турӑран пулсассӑн — эсир ӑна пӗтереймӗр; астӑвӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса ан тӑрӑр, тенӗ. 40Вӗсем унӑн канашӗпе килӗшнӗ; апостолсене чӗнсе илсе хӗненӗ те, вӗсене Иисус ячӗ ҫинчен калаҫма чарса, кӑларса янӑ. 41Апостолсем вара Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн синедрионран савӑнса тухса кайнӑ. 42Вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме чарӑнман.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.