1
Апостолсен ӗҫӗсем 5:29
БИБЛИ
CHB
Петрпа апостолсем вара ҫапла хуравласа каланӑ: этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла.
Compare
Explore Апостолсен ӗҫӗсем 5:29
2
Апостолсен ӗҫӗсем 5:42
Вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме чарӑнман.
Explore Апостолсен ӗҫӗсем 5:42
3
Апостолсен ӗҫӗсем 5:3-5
Петр ӑна каланӑ: эй Анания! мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн, ҫӗр укҫин пӗр пайне пытарса хӑвартӑн: эсӗ ӗнтӗ Таса Сывлӑша суйрӑн. Сутман чухне ҫӗрӳ хӑвӑнах марччӗ-и? сутса туни те хӑвӑн аллунтах марччӗ-и? Ҫакна хӑвӑн чӗрӳне мӗншӗн кӗртнӗ эсӗ? Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн, тенӗ. Ҫав сӑмахсене илтсенех Анания вилсе выртнӑ; ҫакна илтекенсем пурте сехӗрленсех ӳкнӗ.
Explore Апостолсен ӗҫӗсем 5:3-5
4
Апостолсен ӗҫӗсем 5:38-39
Халӗ сире ҫавӑнпа калатӑп та: хӑпӑр ҫак ҫынсенчен, ан тивӗр вӗсене; вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсенӗн ҫак ӗҫӗ этемрен пулсассӑн — пӗтӗмпе путланса ларӗ; Турӑран пулсассӑн — эсир ӑна пӗтереймӗр; астӑвӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса ан тӑрӑр, тенӗ.
Explore Апостолсен ӗҫӗсем 5:38-39