Апостолсен ӗҫӗсем 4
4
1Вӗсем халӑха вӗрентсе каланӑ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата саддукейсем пырса ҫитнӗ, 2халӑха вӗрентнӗшӗн, Иисус урлӑ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса пӗлтернӗшӗн вӗсем ҫилленсе тӑнӑ. 3Ӗнтӗ апостолсене ярса тытнӑ та ирччен хураллама хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун чухне каҫ пулса ҫитнӗ. 4Вӗрентнӗ сӑмаха итленисем нумайӑшӗ ӗненнӗ; ун пек ҫынсем пилӗк пине яхӑн пулнӑ.
5-6Тепӗр кунне вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем, аслӑ ҫыннисем, кӗнекеҫӗсем, аслӑ священник Анна, Каиафа, Иоанн, Александр, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те Иерусалима пухӑннӑ, 7апостолсене хӑйсен умне тӑратнӑ та ҫапла ыйтнӑ: эсир ку ӗҫе мӗнле хӑватпа, кам ячӗпе турӑр? тенӗ. 8Ҫавӑн чухне Петр, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, вӗсене каланӑ: эй халӑх пуҫлӑхӗсем, Израилӗн аслӑ ҫыннисем! 9Паян пирӗнтен эпир халсӑр ҫынна ырӑлӑх туни ҫинчен, ӑна епле сыватни ҫинчен тӗпчесе ыйтаҫҫӗ пулсассӑн, 10эсир пурсӑр та пӗлӗр, пӗтӗм Израиль халӑхӗ те пӗлсе тӑтӑр: эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ, кайран Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ ӑна, сирӗн умӑра ӑна Ҫавӑн ячӗпе сыватса тӑратнӑ. 11Вӑл — эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул, Вӑл — кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул. 12Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук, тенӗ.
13Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса, вӗсем кӗнекеҫӗсем те мар, ахаль ҫынсемех иккенне ӑнкарса, пуҫлӑхсем тӗлӗннӗ; вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем иккенне те ӑнланса илнӗ; 14анчах та сывалнӑ ҫын вӗсемпе пӗрлех тӑнине курса хирӗҫ нимӗн те калайман. 15Унтан вӗсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ: 16ку ҫынсене мӗн тӑвар-ши? Вӗсем тӗлӗнмелле хӑват туни Иерусалимра пурӑнакан пур ҫынна та паллӑ, ҫакна эпир пулман теейместпӗр; 17анчах ҫакӑн ҫинчен халӑх хушшинче хыпар ан сарӑлтӑрччӗ, ҫавӑнпа хӑратсах чарса лартар вӗсене — ҫак ят ҫинчен вӗсем пӗр ҫын умӗнче те ан калаҫчӑр, тенӗ. 18Вара вӗсене чӗнсе илнӗ те Иисус ячӗ ҫинчен нимӗн калама та, вӗрентме те хушман. 19Анчах та Петрпа Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: шухӑшлӑр-ха, Турӑран ытларах сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? 20Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр, тенӗ. 21Халӑха пула вӗсене хаса пама сӑлтав тупаймасӑрах, юнаса анчах кӑларса янӑ, мӗншӗн тесессӗн пулнӑ ӗҫшӗн пурте Турра мухтаса аслӑланӑ. 22Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пулса сывалнӑ ҫын хӗрӗхрен иртнӗскер пулнӑ.
23Кӑларса ярсассӑн, Петрпа Иоанн хӑйсеннисем патне пынӑ та аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине вӗсене каласа кӑтартнӑ. 24Ҫавна илтсессӗн, вӗсем пурте, сассине хӑпартса, Турра кӗлтунӑ: эй тӳпене, ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ Патша Турӑ! 25Эсӗ Таса Сывлӑш урлӑ Хӑвӑн чурун, пирӗн Давид аттемӗрӗн, чӗлхипе ҫапла каланӑ: «суя тӗнлисем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, халӑхсем мӗншӗн кӑлӑх пулассине пуҫӑнаҫҫӗ-ши? 26Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ» тенӗ. 27Чӑнах та ӗнтӗ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат суя тӗнлӗ ҫынсемпе, Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса Санӑн Хӑв ҫу сӗрнӗ Святой Ывӑлна Иисуса хирӗҫ тӑчӗҫ, 28мӗн пулмаллине, Санӑн аллупа Санӑн ирӗкӳ малтанах палӑртса хунине, турӗҫ. 29Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ курсамччӗ вӗсем пире юнанине, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ, 30Хӑвӑн аллуна тӑссамччӗ — Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе ҫынсем сывалччӑр, паллӑсем, хӑватсем пулччӑр, тенӗ. 31Вӗсем кӗлтунӑ хыҫҫӑн хӑйсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтресе кайнӑ; вара пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Турӑ сӑмахне хӑюллӑн каланӑ.
32Ӗненекенсем йышлӑ пулсан та, вӗсен пӗр чӗрепе пӗр чун пулнӑ; никам та хӑйӗн пӗр япалине те хамӑн темен: вӗсен мӗн пурри пӗрле пулнӑ. 33Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсем питӗ хӑватлӑн каланӑ, пурин ҫинче те пысӑк тивлет пулнӑ. 34Вӗсем хушшинче ҫитменнипе аптӑракан никам та пулман: ҫӗр пуррисем, ҫурт-йӗр пуррисем пурте ҫавна сута-сута 35укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ; кирек кама та мӗн кирлине парса тӑнӑ. 36Ҫапла Иосия та — апостолсем Варнава тесе ят панӑскер (ку ӗнтӗ «лӑплантаракан ывӑл» тенине пӗлтерет), левит, Кипр ҫынни — 37хӑйӗн ҫӗрне сутнӑ та укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.