Апостолсен ӗҫӗсем 3
3
1Пӗррехинче Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртӗнче тӑххӑрмӗш сехетре пулакан кӗлле кайнӑ. 2Ҫавӑн чухне Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ теекен хапхи патӗнче амӑшӗ варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын ларнӑ: Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ӑна кулленех ҫавӑнта йӑтса пырса лартнӑ. 3Турӑ Ҫуртне кӗнӗ ҫӗрте вӑл Петрпа Иоана курнӑ та вӗсенчен кӗлене пуҫланӑ. 4Иоанпа Петр ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Петр ӑна: пирӗн ҫине пӑх-ха, тенӗ. 5Вӗсем мӗн те пулин парасса ӗмӗтленсе, лешӗ те вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса тӑнӑ. 6Петр вара каланӑ: манӑн ылтӑн, кӗмӗл ҫук; манӑн мӗн пур, сана ҫавна паратӑп: Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе тӑр та ҫӳре, тенӗ. 7Унтан ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗн ури тупанӗсем, чӗркуҫҫийӗсем ҫав самантрах тӗреклӗленнӗ; 8вӑл ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ, сиккелесе, Турра мухтаса, вӗсемпе пӗрле Турӑ Ҫуртне кӗнӗ. 9Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, 10унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ.
11Ури тӳрленнӗ уксах ҫын Петрпа Иоанн патӗнчен пӗр каймасӑр тӑнӑ та, унта, Соломон пӑлтӑрӗ теекен ҫӗре, вӗсем патне пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 12Ҫавна курсассӑн Петр халӑха каланӑ: эй Израиль арӗсем! мӗншӗн эсир ҫакӑнтан тӗлӗнетӗр? мӗншӗн пирӗн ҫине эпир ӑна хамӑр хӑватпа е хамӑр таса пурӑннипе утакан тунӑ пек пӑхса тӑратӑр? 13Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, хамӑр аттемӗрсенӗн Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ; эсир Ӑна тытса патӑр, Ӑна ирӗке кӑларма шутланӑ Пилат умӗнче эсир Унран тунтӑр. 14Эсир Сӑваплине, Тӳррине пӑрахрӑр, ҫынвӗлерене ирӗке кӑларма йӑлӑнтӑр, 15пурӑнӑҫ Пуҫлӑхне вӗлертӗр, Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куртӑмӑр. 16Ӑна ӗненнӗшӗн Унӑн ячӗ ҫак хӑвӑр курса-пӗлсе тӑракан ҫынна тӗреклӗлентерчӗ, Ун урлӑ килекен ӗненӳ пурсӑрӑр умӗнчех ӑна сывлӑх пачӗ. 17Эй тӑванӑмсем! эпӗ пӗлетӗп: эсир хӑвӑр та, сирӗн пуҫлӑхӑрсем те ҫакна пӗлмен пирки турӑр. 18Христос асапланассине Турӑ Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ малтанах епле пӗлтерсе хунӑ, ҫаплах турӗ. 19Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, 20Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; 21Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла. 22Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр; 23Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ. 24Самуилран пуҫласа ун хыҫҫӑнхи пророксем те пурте ҫак кунсем ҫинчен ҫаплах каласа пӗлтернӗ. 25Эсир — пророксен ывӑлӗсем, эсир — Турӑ Авраама: «санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ» тесе, аҫӑрсене панӑ халал ывӑлӗсем. 26Пурте усал ӗҫӗсенчен уйӑрӑлччӑр тесе, Турӑ, Хӑй Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Ӑна чи малтан сирӗн пата сире пиллеме ячӗ, тенӗ Петр.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.