Апостолсен ӗҫӗсем 27
27
1Пире Италие шыв ҫулӗпе яма йышӑнсан, Павела тата хӑш-пӗр тимӗрленӗ ҫынсене Август полкӗнчи Юлий ятлӑ ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ. 2Эпир Асия ҫыранӗ еннелле ишекен Адрамит карапӗ ҫине лартӑмӑр та ҫула тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле Фессалоникӑран килнӗ Македони ҫынни Аристарх пурччӗ. 3Тепӗр кунне Сидон патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Юлий Павелшӑн ӑшӑ кӑмӑллӑ пулчӗ, ӑна тусӗсем патне кайса вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма та чармарӗ. 4Унтан тухса кайсассӑн, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен, эпир Кипра ишсе пытӑмӑр, 5вара Киликипе Памфили тӗлӗнчен тинӗс урлӑ каҫса Ликийӑри Мирӑна ҫитсе чарӑнтӑмӑр. 6Ҫӗрпӳ унта Италие каякан Александрия карапне тупса пире ун ҫине лартрӗ. 7Темиҫе кун хушши эпир питӗ ерипен ишсе пытӑмӑр, ҫапла аран-аран Книда ҫитрӗмӗр. Ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен кирлӗ еннелле кайма май пулмарӗ, ҫавӑнпа эпир Салмон сӑмсахӗ патӗнчен пӑрӑнса Крит утравӗн кӑнтӑр енӗпе ишсе кайрӑмӑр. 8Ҫырантан инҫех мар ишсе пырса Ласея хули ҫывӑхӗнчи Паха пристань теекен ҫӗре аран-аран ҫитрӗмӗр. 9Ӗнтӗ нумай вӑхӑт иртнӗччӗ, типӗ тытас вӑхӑт та иртнӗччӗ, ун чухне тинӗспе ҫӳреме те хатарлӑччӗ, ҫавӑнпа та Павел канаш парса ҫапла каларӗ: 10эй ырӑ ҫыннӑмсем! ҫул ҫинче хӗн пуласса эпӗ пӗлетӗп; караппа тиеве ҫеҫ мар, пире хамӑра та пысӑк сиен пулӗ, терӗ. 11Анчах та ҫӗрпӳ Павел сӑмахӗнчен ытларах карап хӳрине тытса пыраканпа карап пуҫлӑхне шанчӗ. 12Карап чарӑннӑ вырӑнта хӗл каҫма майлӑ марччӗ, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ унтан тухса кайма канаш пачӗ: ҫитме май пулсассӑн Финика — Крит пристанне, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗ енчен тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗ енчен хӳтлӗ вырӑна — чарӑнса, ҫавӑнта хӗл каҫар, терӗ. 13Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫларӗ те, ӗнтӗ хамӑр ӗмӗтленни ҫитрӗ тесе, тухса кайрӑмӑр, Крит ҫумӗпе ишсе пытӑмӑр. 14Анчах та часах карапа хирӗҫ эвроклидон теекен тӑвӑллӑ ҫил тухрӗ. 15Карапа ҫавӑрса илчӗ те, карап ҫиле хирӗҫ тӑраймарӗ, эпир вара хум юххине лекрӗмӗр. 16Ӗнтӗ Клавда теекен пӗр утрава ҫитсе перӗнсен, карап ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр; 17ӑна туртса хӑпартсан карапа хулӑн вӗренсемпе хытарса ҫыхрӑмӑр; ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса парӑса антартӑмӑр та вара ҫил еккипе уҫӑ тинӗсре ҫӳрерӗмӗр. 18Ҫил-тӑвӑл вӑйланса кайнӑран тепӗр кунне ӗнтӗ тиенӗ япаласене кӑларса ывӑта пуҫларӗҫ, 19виҫҫӗмӗш кунне вара карап хатӗр-хӗтӗрне хамӑр аллӑмӑрпах кӑларса ывӑтрӑмӑр. 20Чылай кун хушши хӗвел те, ҫӑлтӑр та курӑнмарӗ, пӗрмаях вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӑчӗ, юлашкинчен ӗнтӗ пирӗн ҫӑлӑнас ӗмӗт те сӳнсе пычӗ. 21Ҫынсем тахҫантанпах нимӗн те ҫименччӗ, вара Павел вӗсен варрине тӑчӗ те ҫапла каларӗ: эй ырӑ ҫыннӑмсем! сирӗн мана итлемеллеччӗ, Крит патӗнчен каймалла марччӗ, вара ҫак асапа та, ҫак сиене те курмастӑмӑр. 22Халӗ ӗнтӗ сире ҫирӗп пулма ӳкӗтлетӗп: эсир пӗри те пӗтместӗр, карап анчах пӗтӗ. 23Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса 24ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ. 25Эй ырӑ ҫыннӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫирӗп пулӑр; эпӗ Турра шанса тӑратӑп — мана епле каланӑ, ҫапла пулать те. 26Эпир пӗр-пӗр утрав ҫине тухса ӳкӗпӗр, терӗ.
27Ҫапла пирӗн карап Адриатика тинӗсӗнче ҫил еккипе ҫӳренӗ чухне, вунтӑваттӑмӗш каҫхине ҫур ҫӗр тӗлнелле, карап ҫӳретекенсем типӗ ҫӗр патне ҫывӑхарса пынине туя пуҫларӗҫ; 28вара тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те — ҫирӗм хӑлаҫ иккен; кӑштах кайсассӑн татах виҫсе пӑхрӗҫ те — вунпилӗк хӑлаҫ тухрӗ. 29Чуллӑ вырӑна пырса перӗнесрен шикленсе, карап хӳри ҫинчен тӑватӑ якорь ячӗҫ те, тул ҫутӑласса кӗтсе тӑтӑмӑр. 30Карап ҫӳретекенсем карап ҫинчен тарасшӑн пулса, карап сӑмсинчен якорь ярам пек туса, тинӗсе кимӗ антара пуҫласан, 31Павел ҫӗрпӳпе салтаксене каларӗ: карап ҫинче вӗсем пулмасан, эсир ҫӑлӑнаймастӑр, терӗ. 32Вара салтаксем кимӗ вӗренӗсене касса ячӗҫ те, кимми шыва ӳкрӗ. 33Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ; 34ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ. 35Ҫакна каласан ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнче те Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ; 36вара пурте хӑюланчӗҫ те апат ҫирӗҫ; 37карап ҫинче эпир пурӗ икҫӗр ҫитмӗл ултӑ чунччӗ. 38Апат ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе, тӗпне тултарнӑ тулла тинӗсе пӑраха пуҫларӗҫ. 39Тул ҫутӑлсан та мӗнле ҫӗре ҫитнине ӑнкарса илеймерӗҫ, хӑйӑр ҫыранлӑ тинӗс аври курчӗҫ те, май килсен, караппа ҫавӑнта пырса чарӑнма шухӑш тытрӗҫ. 40Якорьсен вӗренӗсене касса татса, якорӗсене тинӗсрех хӑварчӗҫ; унтан карапа тытса пыракан кӗсменсен, ҫыхса лартнӑскерсен, пӑявӗсене салтса ярса, ҫиле май пӗчӗкҫӗ парӑс карса ҫыран хӗрринелле кайрӑмӑр. 41Сӑмсаха пырса кӗтӗмӗр те, карап ӑшӑха ларчӗ. Сӑмси путрӗ, урӑх хускалмарӗ, хыҫне хум ҫапса ҫӗмӗре пуҫларӗ. 42Ишсе тухса никам та ан тартӑр тесе, салтаксем ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫынсене вӗлерме канаш тӑва пуҫларӗҫ. 43Ҫӗрпӳ, Павела хӑтарасшӑн пулса, вӗсене ҫапла тума памарӗ, вӑл ишме пӗлекеннисене шыва малтан сиксе типӗ ҫӗре тухма хушрӗ; 44ыттисене вара хӑшне хӑма ҫине, хӑшне карап ҫӗмӗрӗкӗсем ҫине выртса ишсе тухма хушрӗ; ҫапла пурте ҫыран хӗррине тухса ҫӑлӑнса юлчӗҫ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 27: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.