Апостолсен ӗҫӗсем 26
26
1Агриппа Павела каланӑ: сана хӑвӑншӑн калама чару ҫук, тенӗ. Вара аллине тӑсса, Павел хӑйне хӳтӗлесе кала пуҫланӑ: 2эй Агриппа патша! иудейсем кӑтартакан пур айӑпран та паянхи кун сан умӑнта хама хӳтӗлеме май пулнӑшӑн эпӗ хама хам телейлӗ тесе шутлатӑп, 3ҫитменнине тата эсӗ иудейсенӗн мӗнпур йӑлине, вӗсенӗн тавлӑ шухӑшӗсене пӗлсе тӑратӑн. Ҫавӑнпа сана йӑлӑнатӑп: тӳсӗмлӗ пулса эпӗ каланине итлесемччӗ. 4Мана иудейсем пурте мӗн ҫамрӑкранпах пӗлсе тӑраҫҫӗ: эпӗ малтан пуҫласах хамӑн халӑхӑм хушшинче, Иерусалимра, пурӑнтӑм, 5вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ, каласа кӑтартас тесессӗн, эпӗ фарисей пулса хамӑр тӗнри чи ҫирӗп вӗренӗве пӑхӑнса пурӑннине каласа пама пултараҫҫӗ. 6Паянхи кун сут умӗнче эпӗ хамӑр аттемӗрсене Турӑ пама пулнине ӗмӗтленсе пурӑннӑшӑн тӑратӑп, 7пирӗн вуникӗ йӑхӑмӑр та кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн чунтан тӑрӑшса, ҫавӑ пулса ҫитессе курма ӗмӗтленсе тӑрать. Эй Агриппа патша! мана иудейсем ҫав ӗмӗтшӗн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ. 8Мӗншӗн-ха «Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратать» тенине эсир ӗненме пултараймастӑр? 9Чӑнах, эпӗ те Назарет Иисусӗн ятне хирӗҫ тумалли ӗҫӗм нумай-ха манӑн тесе шухӑшлаттӑм. 10Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм ӗнтӗ: аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, сӑваплӑ ҫынсене эпӗ нумайӑшне тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те ҫавна тума канаш парса тӑраттӑм. 11Эпӗ вӗсене пур синагогӑра та тӑтӑшах асаплантартӑм, Иисусран тунма пусахларӑм, чарусӑр хаярлӑхӑмпа вӗсене ют хуласенче те хӗсӗрлерӗм. 12Аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, вӗсем хушса янипе, эпӗ ҫав ӗҫпех Дамаска кайрӑм. 13Эй патшамӑр! ҫул ҫинче чухне, тӑр-кӑнтӑрла, эпӗ тӳперен хӗвел ҫутинчен те вӑйлӑрах ҫиҫекен ҫутӑ куртӑм; ҫавӑ мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутатса ячӗ. 14Эпир пурсӑмӑр та ҫӗре ӳкрӗмӗр; унтан эпӗ хама еврейла калакан сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: «Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Шӑчча хирӗҫ пыма сана йывӑр» терӗ. 15Эпӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам Эсӗ?» терӗм. Вӑл: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. 16Ӗнтӗ ҫӗкленсе, уру ҫине тӑр: Эпӗ сана Хамшӑн ӗҫлесе тӑраканӗ тӑватӑп, эсӗ хӑв мӗн курнине тата Эпӗ хӑвна мӗн уҫса парассине каласа кӑтартаканӗ пулӑн, курӑнасса та Эпӗ сана ҫавӑншӑн курӑнтӑм, 17сана иудей халӑхӗ хушшинчен, суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинчен суйласа илтӗм, халӗ ӗнтӗ Эпӗ сана вӗсенӗн куҫӗсене уҫма вӗсем патне яратӑп: 18вӗсем сӗмлӗхрен ҫутталла ҫаврӑнччӑр, шуйттан аллинчен Турӑ енне тухчӑр, Мана ӗненнипе вӗсенӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр, тасалнисемпеле пӗрле пая кӗччӗр» терӗ. 19Эй Агриппа патшамӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ ҫӳлтен курӑннине хирӗҫ пымарӑм, 20вара малтан Дамаскпа Иерусалимра пурӑнакансене, унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсемпе суя тӗнлӗ халӑхсене, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Турӑ енне ҫаврӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм. 21Ҫавӑншӑн мана иудейсем Турӑ Ҫуртӗнче ярса тытрӗҫ те вӗлермех тӑчӗҫ. 22Ҫапах та эпӗ Турӑ пулӑшнипе паянхи кунчченех ҫирӗп тӑратӑп, пурне те — ахаль ҫынсене те, чаплӑ ҫынсене те — эпӗ урӑх нимӗн те мар, пророксемпе Моисей каланине ҫеҫ, мӗн пуласси ҫинчен ҫеҫ калатӑп, 23вӗсем каланӑ тӑрӑх, Христосӑн асапланса вилмелле пулнӑ, вилнисем хушшинчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, суя тӗнлӗ ҫынсене те ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтермелле пулнӑ, тенӗ. 24Павел ҫапла хӳтӗленнӗ чухне Фест хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: Павел, эсӗ ӑсран кайса калаҫатӑн! Нумай вӗренни сана ухмаха кӑларать, тенӗ. 25Павел каланӑ: ҫук, хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, эпӗ ӑсран кайса калаҫмастӑп, ырӑ тӑнпуҫпа чӑн сӑмах калатӑп. 26Ҫакна патша та пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа эпӗ ун умӗнче хӑюллӑ калаҫатӑп та; ҫак ӗҫрен мӗн те пулин унран пытанса юлнине эпӗ пачах та ӗненместӗп — тӗттӗм кӗтесре пулнӑ ӗҫ мар ку. 27Эй Агриппа патша, эсӗ пророксене ӗненетӗн-и? Пӗлсех тӑратӑп — ӗненетӗн, тенӗ. 28Агриппа Павела каланӑ: эсӗ мана ытла та хӑвӑрт христиан туса ярасшӑн-ҫке, тенӗ. 29Павел каланӑ: хӑвӑрт-и, хӑвӑрт мар-и, эпӗ Турра йӑлӑнатӑп; пӗр эсӗ анчах мар, паянхи кун мана итлесе тӑракансем те пурте, ҫак сӑнчӑрсемсӗр пуҫне, ман пек пулччӑрччӗ, тенӗ. 30Павел ҫакна каласан, патша та, прокуратор та, Вереника та, вӗсемпе пӗрле ларакансем те пурте ура ҫине тӑнӑ, 31унтан, айккинелле пӑрӑнса, пӗрпӗринпе калаҫнӑ: ку ҫын вилӗме тивӗҫлӗ е тӗрмере ларма тивӗҫлӗ ӗҫ тумасть-ҫке, тенӗ. 32Агриппа ӗнтӗ Феста каланӑ: кесарь сутне ыйтман пулсассӑн, ку ҫынна кӑларса яма та юратчӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа вара прокуратор ӑна кесарь патне яма хушнӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 26: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.