Апостолсен ӗҫӗсем 28
28
1Ҫавӑн чухне, ҫӑлӑнса юлнӑ хыҫҫӑн, эпир ҫак утрав Мальта ятлине пӗлтӗмӗр. 2Ҫавӑнта пурӑнакансем пире тӗлӗнмелле ыррӑн йышӑнчӗҫ: ҫумӑр ҫӑватчӗ, питӗ сивӗччӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӑвайт чӗртрӗҫ те пире пурсӑмӑра та хӑйсем патне чӗнчӗҫ. 3Павел ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарса ӑна вут ҫине хурса тӑнӑ чухне вут-ҫулӑм хӗмӗпе ҫапӑ ӑшӗнчен ехидна теекен наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тухрӗ те ун аллинчен ҫакӑнчӗ. 4Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, ҫавӑнта пурӑнакансем пӗр-пӗрне каларӗҫ: паллах, ку этем — ҫынвӗлерен, тинӗсрен хӑтӑлсан та, тавӑру турри ӑна пурӑнтарасшӑн мар, терӗҫ. 5Павел пӗр сиенсӗр-мӗнсӗр ҫӗлене вутта силлесе пӑрахрӗ. 6Вӗсем ӗнтӗ Павел шыҫӑнса кайӗ е сасартӑк вилсе выртӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ; кӗтсе тӑрсан-тӑрсан, ӑна нимӗнле синкер те лекменнине курса, шухӑшӗсене улӑштарчӗҫ: ку — турӑ, терӗҫ.
7Ҫав вырӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Публий ятлӑ ҫыннӑн, килӗ-ҫурчӗ вырӑнаҫнӑччӗ; вӑл пире хапӑл туса виҫӗ кунччен хӑналарӗ. 8Публий ашшӗ тар чирӗпе тата ӑшӗ ыратнипе асапланса выртатчӗ. Павел ун патне кӗрсе кӗлтурӗ те, ун ҫине аллине хурса, ӑна сыватрӗ. 9Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те килме пуҫларӗҫ, вӗсем те сывалчӗҫ. 10Ҫав ҫынсем пире питӗ хисеплесе усрарӗҫ, кайнӑ чухне мӗн кирлине пурне те парса ячӗҫ.
11Виҫӗ уйӑхран эпир ҫав утрав ҫинче хӗл каҫнӑ «Диоскурсем» ятлӑ Александрия карапӗпе ларса кайрӑмӑр; 12Сиракузӑна ҫитсе унта виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр; 13унтан тухса кайса Ригий теекен вырӑна ҫитрӗмӗр; пӗр кунран ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ те, иккӗмӗш кунне эпир Путеолӑна ҫитрӗмӗр; 14унта тӑвансене тӗл пултӑмӑр; вӗсем пире хӑйсем патӗнче ҫичӗ куна юлма ыйтрӗҫ; унтан вара Рима кайрӑмӑр. 15Унти тӑвансем пирӗн ҫинчен илтсен, пире хирӗҫ хӑшӗсем «Аппия» теекен пасар патне, хӑшӗсем «Виҫӗ таверна» теекен хӑна килӗсем патне тухса тӑнӑччӗ. Вӗсене курсассӑн Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ. 16Рима ҫитсессӗн ҫӗрпӳ ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫыннисене ҫарпуҫне пачӗ, Павела вара хӑйне сыхлакан салтакпа пӗрле уйрӑм пурӑнма ирӗк пачӗҫ.
17Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман. 20Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫавӑн пирки чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм, мана ӗнтӗ Израиль шанчӑкӗ пирки ҫак сӑнчӑрпа тимӗрлерӗҫ, терӗ. 21Вӗсем ӑна каларӗҫ: сан ҫинчен эпир Иудейӑран ҫыру-мӗн илмен, унтан килекен тӑвансем те пире сан ҫинчен пӗлтермерӗҫ, усал сӑмах-мӗн нимӗн те каламарӗҫ. 22Ҫапах та эсӗ мӗнле шухӑшланине пирӗн санран хӑвӑнтан илтес килет, ҫав вӗрентӳ ҫинчен пур ҫӗрте те тавлашнине эпир пӗлетпӗр, терӗҫ. 23Вара вӗсем хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ. 24Хӑшӗсем ун сӑмахӗпе ӳкӗте кӗнӗ, хӑшӗсем ӗненмен. 25Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26«кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ. 28Ҫапла ӗнтӗ, пӗлсе тӑрӑр: Турӑ ҫӑлӑнӑҫне суя тӗнлӗ халӑхсем патне янӑ: ӑна вӗсем илтӗҫ, тенӗ. 29Павел ҫакна каласассӑн, иудейсем пӗр-пӗринпе хӗрӳллӗн тавлашса тухса кайнӑ.
30Павел ӗнтӗ икӗ ҫул хушши хӑйшӗн хӑй йӳнеҫтерсе пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ, 31Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗр чӑрмавсӑр питӗ хӑюллӑ вӗрентнӗ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 28: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.