Апостолсен ӗҫӗсем 25
25
1Хӑй аллине панӑ ҫӗре пырса ҫитсессӗн, виҫӗ кунран, Фест Кесарирен Иерусалима кайнӑ. 2Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем ун патне Павел ҫинчен ҫӑхав пама пынӑ, 3вӗсем ӑна, хӑйсемшӗн ырӑ туса, Павела Иерусалима чӗнтерсе килме тимленӗ; вӗсем Павела ҫул ҫинче вӗлерме шухӑшланӑ. 4Фест вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Павел Кесарире хурал аллинче тӑрать, кӗҫех эпӗ хам та унта каятӑп. 5Сирӗн хушшӑртан кам та пулин манпа пӗрле пыма пултарать пулсан — пыччӑр, ҫав ҫынра мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн ӑна айӑплаччӑр, тенӗ.
6Вӑл вӗсем патӗнче пӗр сакӑр куна е вунӑ куна яхӑн пурӑннӑ та Кесарие таврӑннӑ; тепӗр кунне сут тӑвакан вырӑнне ларса Павела илсе килме хушнӑ. 7Павел кӗрсе тӑрсанах, ӑна Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ӑна ӗнтӗ темӗн тӗрлӗ те айӑпланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине кӑтартса парайман. 8Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: эпӗ иудей саккунне хирӗҫ те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫ те, кесаре хирӗҫ те нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ. 9Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павела ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Иерусалима каясшӑн мар-и, унта сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умӑмра сут тӑвӗҫ, тенӗ. 10Павел каланӑ: эпӗ кесарь сучӗ умӗнче тӑратӑп, мана ҫакӑнта сут тума тивӗҫлӗ те. Иудейсене эпӗ нимӗн тӗлӗшпе те усал туман, эсӗ ӑна ху та лайӑх пӗлетӗн; 11эпӗ айӑплах пулсассӑн, вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тунӑ пулсассӑн, вилӗмрен тармастӑп; вӗсем мана мӗн айӑплани пӗтӗмпе тӗрӗс мар пулсан, мана никам та вӗсен аллине тытса пама пултараймасть. Мана кесарь сучӗ пултӑр, тенӗ. 12Фест вара канашра ларакан ҫынсемпе калаҫса пӑхнӑ та ҫапла хуравланӑ: эсӗ кесарь сутне ыйтрӑн, апла кесарь патне кайӑн, тенӗ.
13Темиҫе кунран Кесарие Феста ырлӑх-сывлӑх сунмашкӑн || Агриппа патшапа Вереника ҫитнӗ. 14Вӗсем унта чылай кунах пурӑннӑ; Фест ӗнтӗ Павел ӗҫӗ ҫинчен патшана каласа панӑ: кунта Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур; 15эпӗ Иерусалимра чухне аслӑ священниксемпе иудейсен аслӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама пычӗҫ, ӑна сут туса айӑплама хушрӗҫ. 16Эпӗ вӗсене Рим ҫыннисен ун пек йӑла ҫук терӗм, вӗсем айӑплавҫӑсене айӑпланаканпа куҫа-куҫӑн тӑратмасӑр, айӑпланакана хӳтӗленме май памасӑр ӑна вӗлерме ирӗк памаҫҫӗ терӗм. 17Вӗсем кунта килсессӗн, эпӗ тӑхтаса тӑмарӑм, тепӗр куннех сут тӑваканӗн вырӑнне лартӑм та ҫав ҫынна илсе килме хушрӑм. 18Айӑплаканӗсем ӑна сырса илчӗҫ, анчах эпӗ кӗтнӗ айӑпсенчен пӗр айӑпне те кӑтартса параймарӗҫ; 19вӗсем Павелпа хӑйсенӗн Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ; Павел Ун ҫинчен: «Вӑл чӗрӗ» тесе тӑчӗ. 20Ҫав ӗҫе татса пама аптӑраса эпӗ каларӑм: эсӗ Иерусалима кайса ҫак ӗҫ тӗлӗшпе хӑвна ҫавӑнта сут тутарасшӑн мар-и? терӗм. 21Анчах та Павел хӑй ӗҫне Август татса патӑр терӗ те, эпӗ вара ӑна кесарь патне яриччен тӗрмерех тытма хушрӑм, тенӗ. 22Агриппа вара Феста: вӑл ҫынна эпӗ хам та итлесе пӑхасшӑн, тенӗ. Лешӗ: ӑна эсӗ ыранах илтӗн, тенӗ.
23Тепӗр кунне, Агриппӑпа Вереника пинпӳсемпе, хулари ятлӑ ҫынсемпе пӗрле сут тӑвакан ҫурта питӗ чаплӑн пырса кӗрсессӗн, Фест хушнипе Павела та илсе пырса тӑратнӑ. 24Вара Фест каланӑ: эй Агриппа патша, эй ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! эсир халӗ пур иудей та айӑплакан ҫынна куратӑр, вӗсем ӗнтӗ, ман патӑма Иерусалимра та, кунта та пухӑнса пырса, ӑна чӗрӗ хӑварма юрамасть тесе кӑшкӑрчӗҫ. 25Анчах та эпӗ вӑл вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле ӗҫ те туман тетӗп; ӗнтӗ хӑй Август патӗнче сут тутарма ыйтнӑран эпӗ ӑна ун патне яма шутларӑм. 26Ун ҫинчен кесаре мӗн ҫырса ямаллине уҫӑмлӑнах пӗлместӗп те, ҫавӑнпа эпӗ ӑна сирӗн умӑра, эй Агриппа патша, уйрӑмах санӑн умна, илсе килтертӗм. 27Тимӗрленӗ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑр яни мана шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ пек туйӑнать, тенӗ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 25: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.