Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 3
3
1Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп, 2эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп. 3Пуринчен ытла ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те 4ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл? Тӗнче пуҫланнӑранпах, аттемӗрсем виле пуҫланӑранпах, пӗтӗмпе ҫаплипех тӑрать» тейӗҫ. 5Ҫапла шухӑшлакансем ӗлӗк тӳпене те, ҫӗре те Турӑ сӑмахӗ шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6ҫавӑнпа ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ те. 7Ҫав Сӑмахах тытса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут-ҫулӑм валли — сут кунӗнче, ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗтес кунри вут-ҫулӑм валли — упранаҫҫӗ.
8Эй савнӑ тӑванӑмсем, сирӗн акӑ ҫакна пӗлсе тӑмалла: Ҫӳлхуҫашӑн пӗр кун та — пин ҫул пек, пин ҫул та — пӗр кун пек. 9Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать. 10Ҫӳлхуҫа Кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ, вара тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫутҫанталӑкӑн тӗп пайӑрӑмӗсем хӗрсе кайса ишӗлсе анӗҫ, ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ. 11-12Ҫакӑ пӗтӗмпе ҫапла пӗтмелле пулсассӑн, сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑнас пулать! ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ. 13Турӑ пире ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пама пулнӑччӗ, эпир ҫавна кӗтсе тӑратпӑр — унта тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ.
14Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр; 15Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ, 16ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ. 17Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр. Вӑл халӗ те, ӗмӗрлӗх кунӗнче те мухтавлӑ. Аминь.
Currently Selected:
Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.