Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 2
2
1Халӑх хушшинче суя пророксем те пулнӑ, ҫавӑн пек сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ; вӗсем сиенлӗ суя вӗрентӳ кӑларӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлса кайса, хӑйсене хӑйсем кӗҫех пӗтмелле тӑвӗҫ. 2Нумайӑшӗ вӗсем астарнӑ хыҫҫӑн кайӗ, вӗсене пула чӑнлӑх ҫулне хурлӗ. 3Мула юратаканскерсем, вӗсем сире йӑпӑлти сӑмахсемпе улталаса тупӑш тӑвӗҫ; вӗсемшӗн сут тахҫанах хатӗр тӑрать, вӗсем пӗтесси инҫе мар. 4Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ). 9-10Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет. 11Ҫав ҫынсенчен чылай хӑватлӑ та вӑйлӑ ангелсем те ҫӳлти вӑйсене Турӑ умӗнче хурласа айӑпламаҫҫӗ. 12Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ; 13йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ; 14вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем. 15Вӗсем тӳрӗ ҫула пӑрахса чыссӑр парнене сӑхланнӑ Валаамӑн, Восор ывӑлӗн, йӗрӗпе кайса аташнӑ, 16анчах Валаама хӑйӗн ӗҫӗ йӗркесӗррине кӑтартса намӑса кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак этемле калаҫса ҫав пророкӑн ухмах шухӑшне чарнӑ. 17Вӗсем — шывсӑр ҫӑлкуҫӗсем, ҫил-тӑвӑл хӑваласа ҫӳрекен тӗтре пӗлӗчӗсем: вӗсем валли ӗмӗрех сӗмлӗх тӑракан вырӑн хатӗрлесе хунӑ. 18Пушӑ сӑмаха хӑпартланса каласа, вӗсем аташса пурӑнакансенчен кӑшт анчах уйӑрӑлнӑ ҫынсене ӳт кӗленине тума, аскӑнланса пурӑнма ҫавӑраҫҫӗ. 19Вӗсене ирӗке кӑларма пулаҫҫӗ, хӑйсем вара — ирсӗр ӗҫ чурисем, мӗншӗн тесессӗн кам кама парӑннӑ, вӑл унӑн чури пулать. 20Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӗлнӗ урлӑ тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлсассӑн, унтан татах ҫав ирсӗрлӗхпе ҫыхланса ун айне пулакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать. 21Хӑйсене панӑ сӑваплӑ ӳкӗте пӗлсе ҫитсе каялла кайнинчен чӑнлӑх ҫулне пӗлменни вӗсемшӗн авантарах пулӗччӗ. 22«Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне ҫаврӑнса пырать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» тесе тӗрӗс каланӑ — вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ.
Currently Selected:
Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.