Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 1
1
1Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ: 2чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр, 3сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать. 4Ҫакна эпир сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе ҫырса яратпӑр.
5Эпир Унран илтнӗ, халӗ сире каласа паракан Ырӑ Хыпар ҫакӑ: Турӑ — ҫутӑ, Унра нимӗнле сӗмлӗх те ҫук. 6Эпир Унпа пӗрлешнӗ тетпӗр пулсассӑн, хамӑр вара сӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсассӑн, апла эпир суеҫтеретпӗр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр; 7Вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсассӑн, вара пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ пулатпӑр, Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире вара кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать. 8Пирӗн ҫылӑх ҫук тетпӗр пулсассӑн, эпир хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук вара. 9Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ, пире кирек мӗнле тӗрӗсмарлӑхран та тасатӗ. 10Эпир ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсассӑн, Ӑна ултавҫӑ вырӑнне хуратпӑр, апла пирӗнте Унӑн сӑмахӗ ҫук.
Currently Selected:
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.